Инçе çултан - дипломсемпе

Категория: Публикации Опубликовано: 20.05.2022, 17:10 Просмотров: 329

Марий Эл Республикинчи Йошкар-Ола хулинче тутарсен регионсем хушшинчи "Рамазан-2022" акцийĕ иртрĕ. Ăна республикăри культура, пичет, наци ĕçĕсен министерствипе "Республикăри тутар культура центрĕ" патшалăх автономи учрежденийĕ йĕркеленĕ. Мероприяти тĕллевĕ наци культурин эткерлĕхĕн йăли-йĕркине аталантарасси, анлăн сарасси, ун патне интерес çуратасси, акцие явăçакансен ăсталăхне хакласси, çĕнĕ ятсене палăртасси, тĕрлĕ çулти çынсене хавхалантарасси пулчĕ. Унта Тутарстан, Чăваш Ен, Марий Эл Республикисен, Чул хула, Пермь, Киров облаçĕсен артисчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем "Вокал", "Хореографи", "Халăх инструменчĕсемпе калас", "Илемлĕ ăсталăх" номинацисемпе тупăшрĕç. Жюри членĕсем кашни çын пултарулăхне тивĕçлипе хакларĕç. Пирĕн район артисчĕсем те мероприятинчен кăмăллă таврăнчĕç. "Илемлĕ ăсталăх" номинацире Шăнкăртамри культура çуртĕнчи Гузялия Шрша режиссер пĕрремĕш, Миндания Якушева заведующи иккĕмĕш степеньлĕ лауреатсен, Кзыл Камышри культура çуртĕнчи Рузалия Якушева культорганизаторпа Тутар Сăкăтĕнчи Алсу Куликова заведующи пĕрремĕш степеньлĕ лауреатсен дипломĕсене илчĕç. "Вокал" номинацире Кзыл Камышри культура çуртĕнчи Рузалия Якушева культорганизаторпа Тутар Сăкăтĕнчи Рамиля Незметдинова культорганизатор иккĕмĕш степеньлĕ, Шăнкăртамри культура çуртĕнчи Гузялия Шршапа Миндания Якушева виççĕмĕш степеньлĕ лауреатсен дипломĕсемлĕ пулчĕç. Çавăн пекех Миндания Якушева, Гузялия Шрша, Алсу Куликова, Алсине Земдиханова ансамбльпе юрласа пĕрремĕш степеньлĕ лауреат ята тивĕçрĕç. Миндания Якушева, Рамиля Незметдинова иккĕмĕш, Рузалия Якупова, Гузялия Шрша, Хирти Пикшикри культура çуртĕнчи Алсиня Земдиханова культорганизатор виççĕмĕш степеньлĕ лауреатсен дипломĕсене тивĕçрĕç. "Халăх инструменчĕсемпе калас" номинацире Миндания Якушева - иккĕмĕш степеньлĕ лауреат. Артистсем пурте дипломсемлĕ тата парнесемлĕ пулчĕç.

А. ИВАНОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика