Вăхăтра тухма тăрăшăр

Категория: Публикации Опубликовано: 24.05.2022, 10:54 Просмотров: 240

Диспансеризаци тухни çын пурнăçĕшĕн питех те пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн сывлăхшăн хамăр тăрăшмасан, ăна вăхăтран-вăхăта тĕрĕслеттерсе тăмасан чир-чĕр çакланасса кĕтсех тăр.

Диспансеризаци вăхăтĕнче граждансен хăйсен сывлăхне тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслеттерме май пур. Чи малтанах флюорографи витĕр тухаççĕ. Анкета ыйтăвĕсене хуравлаççĕ. Çỹллĕшне, йывăрăшне, пилĕк ытамне, юн пусăмне виçеççĕ, холестерин, глюкоза шайне пĕлеççĕ, чĕрепе юн тымарĕсен шала кайнă чирĕсем пуррипе çуккине палăртаççĕ. Çавăн пекех куçăн шалти юн пусăмне виçеççĕ, ЭКГ кăлараççĕ. Хĕрарăмсем гинеколог патĕнче тĕрĕсленеççĕ.

Сывлăхăн хăш ушкăнне кĕртнине кура пациентпа уйрăммăн ĕçлетпĕр. Иккĕмĕш ушкăнрисемпе профилактика енĕпе калаçусем йĕркелетпĕр, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма сĕнетпĕр.

Виççĕмĕш ушкăнрисем çинчен вырăнти терапевта пĕлтересси, шала кайнă чирсене шута илесси пĕлтерĕшлĕ.

Анкета чĕре тата юн тымарĕсен, хырăмлăхпа пыршăлăх тракчĕн чирĕсене, усал шыççа, туберкулеза тупса палăртма май парать.

Малтанхи кăтартусене пăхса иккĕмĕш тапхăра палăртаççĕ. Диспансеризаци вăхăтĕнче чĕре тата юн тымарĕсен, ỹпкен шала кайнă чирĕсемпе, сахăр диабечĕпе, усал шыçăпа нушаланакансене уйрăм ушкăна кĕртетпĕр. Тĕрĕслев вăхăтĕнче онкологин анлă сарăлнă чирĕсене тупса палăртнă тĕслĕх те сахал мар.

Инфекципе çыхăнман шала кайнă чирсем çак сăлтавсене пула та аталанаççĕ: рациона пăхăнмасăр апатланни, юн пусăмĕ виçерен пысăкки, сахал хускални, пирус туртни, самăрланни, эрех-сăрапа иртĕхни, юнри глюкоза шайĕ ỹсни.

Кăçал 2004, 2001, 1998, 1995, 1992, 1989, 1986, 1983, 1980, 1977, 1974, 1971, 1968, 1965, 1962 çулсенче çуралнă тата 40 çултан иртнĕ мĕн пур çыннăн диспансеризаци тухмалла. Коронавируспа чирлесе ирттернисен çак тĕрĕслеврен пăрăнса юлмалла марах. Сире районти тĕп поликлиникăна кĕтетпĕр.

Тухтăр чĕнессе кĕтсе ан тăрăр. Хăвăр сывлăхăршăн тăрăшса çулталăкран çулталăка тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухăр.

Н. МУЛЯКОВА, районти тĕп больницăн поликлиника заведующийĕ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика