Районта - культура тата спорт уявĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.05.2022, 11:00 Просмотров: 315

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче "Сурские зори" республикăри культурăпа спорт фестивалĕ иртрĕ. Раççейри пенсионерсен пĕрлĕхĕн Чăваш Республикинчи вырăнти уйрăмĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ мероприятие Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Элĕк, Патăрьел тăрăхĕсенчи вырăнти уйрăмĕсен делегацийĕсем хутшăнчĕç.

Уяв Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче пуçланчĕ. Фестивале хапăл тунисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, "Раççейри пенсионерсен пĕрлĕхĕ" обществăлла организацин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн правлени председателĕ Валентин Семяхин, Раççейри Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн начальникĕ Сергей Николаев, Патăрьлеĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Илдар Камалетдинов тата ытти хăнасем спортра тата общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартакан пенсионерсене сывлăх, ырлăх, пархатар сунчĕç.

 Мероприяти Патăрьел районĕнче хастар пенсионерсен вăйĕпе йĕркеленĕ "Оптимисты" фитнес-аэробика команди (тренерĕ Татьяна Торговцева) спорт ташшине кăтартнинчен пуçланчĕ. Малалла республика фестивальне хутшăнакансем шашкăлла, шахматла, дартсла выляса ăсталăха кăтартрĕç.

Уявăн иккĕмĕш пайĕ ачасемпе çамрăксен Патăрьелĕнчи пултарулăх шкулĕнче малалла тăсăлчĕ. Хăнасене кунта Юхмапа Пăла тăрăхĕн ырă йăли-йĕркипе, юрă-ташăпа, тараватлă кĕтсе илчĕç. Делегатсем фойере йĕркеленĕ алă ĕçĕсен, районти централизациленĕ библиотека ĕçченĕсем тăван районăмăр 95 çул тултарнине халалланă куравпа, паллă ỹнерçĕсен ỹкер- чĕкĕсемпе паллашрĕç. Культура мероприятийĕ искусство шкулĕн акт залĕнче малалла тăсăлчĕ.

Фестивале хутшăннисене район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Наталия Никитина саламларĕ, ырă йăла-йĕркене малалла тăсни пенсионерсен пĕрлĕхне çирĕплетме, хавхаланса пурăнма пулăшнине палăртрĕ. Общество пурнăçне хастар хутшăнакан пенсионерсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе, Тав хучĕпе чысланă хыççăн кашни районтан килнĕ делегатсем сцена çинчен хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

- Вăрăм ĕмĕр сывă пурнăç йĕркине пăхăннинчен, общество пурнăçне хастар хутшăннинчен, спортпа туслă пулнинчен, çирĕп пĕрлĕхрен те нумай килет. Тивĕçлĕ канăва тухнисен республикăри обществăлла организацийĕ çакнашкал фестивальсем йĕркелени пурне те хавхалантарать. Ырă йăла малашне тата ытларах вăй илтĕр, -терĕ районти пенсионерсен пĕрлĕхĕн председателĕ Полина Логунова эстафетăна Элĕк район делегацине панă май.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика