Кивĕахпỹртсем - çĕнтерỹçĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 24.05.2022, 11:02 Просмотров: 233

Çул-йĕр çинче сахал мар çын вилет. Хаçатсемпе радио-телевидени инкек-синкек çинчен кунсерен пĕлтерсех тăраççĕ. Статистика кăтартăвĕпе ытларах чухне çул çỹревçĕсем айăпли паллă. Вĕсем правилăсене пăхăнмаççĕ. Тимлĕхе ỹстерни те кирлĕ.

Ачасене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма явăçтарас, вĕсенче çул-йĕр правилисене çирĕплетес, саккуна пăхăнма вĕрентес, йĕркене пăсасран хỹтĕлес тĕллевпе Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта çамрăк инспекторсен республикăри ХХХI "Хăрушсăрлăх кустăрми" конкурсăн район шайĕнчи тупăшăвĕ иртрĕ. Ăна районти "Батыревский" шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн, ачасен ăсталăх çурчĕн ĕçченĕсем йĕркеленĕ.

Районти чылай шкулта çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен отрячĕсем пур. Конкурса 6 вĕренỹ организацийĕнчен - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Туçари, Сăкăтри вăтам, Алманчăри, Кивĕ Ахпỹртри тата Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕсенчен - командăсем хутшăнчĕç. Вĕсен 6 тĕрĕслеврен тухмалла пулчĕ: ачасен çул-йĕр правилисене каласа памалла, пĕрремĕш пулăшу пама пултармалла, "Автогородокра" çỹремелле, велосипедпа кỹлепесене ỹкермесĕр ярăнмалла, ăсталăх конкурсне хутшăнмалла, ОБЖ никĕсне пĕлмелле пулчĕ.

Çул-йĕр правилисене Кивĕахпỹртсем витĕр пĕлни палăрчĕ. Пĕрремĕш пулăшу парассипе те вĕсемех маçтăр. "Автогородокра" çăмăллăн çỹреççĕ. Велосипедпа кỹлепесене ỹкермесĕр ярăнма пултараççĕ. Ăсталăх конкурсĕнче, ОБЖ никĕсне пĕлессипе те вĕсене çитекенни пулмарĕ.

Çаксенчен кам çĕнтерỹçи паллă ĕнтĕ. Мала Кивĕахпỹртсем тухрĕç (ертỹçи П.Рыбкин). Иккĕмĕш вырăнта - Туçари вăтам шкула, виççĕмĕшĕнче Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх çуртне çỹрекенсем пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем районти "Батыревский" шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн хисеп хучĕсемпе асăнмалăх парнисене илчĕç.

Кивĕахпỹртсем вара район чысне республикăра хỹтĕлеме тивĕçрĕç. Вăл майăн 20-21-мĕшĕсенче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Белые камни" лагерьте иртрĕ. Пĕлтĕр те хутшăннăччĕ çакнашкал ăмăртăва Кивĕахпỹртсем. Республикăран виççĕмĕш вырăнпа таврăннăччĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Июль 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика