Иккĕмĕш çул - республика чемпионĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 24.05.2022, 11:05 Просмотров: 283

 Йĕпреçри "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче шкул волейбол лигин финалти ăмăртăвĕсем иртрĕç.

Волейбол вăййине анлăн сарас, ачасен сывлăхне çирĕплетес, вĕсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарас, чи лайăх командăна палăртас тĕллевпе 12 çул умлă-хыçлах ирттереççĕ чемпионата. Ăмăртусем малтанхи виçĕ тапхăрта пулнă ĕнтĕ. Юлашкинчи вара тата хĕрỹ иртрĕ. Никамăн та çĕнтерĕве алăран ярас килмест.

Республикăри ялти шкулсен тупăшăвĕнче мала тухнă Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти каччăсемпе хĕрсем супер-финала кĕчĕç. Хĕрачасем Çĕнĕ Шупашкар командине выляса ярса иккĕмĕш вырăнпа çырлахрĕç. Арçын ачасем вара Улатăрсемпе вăййа тухса çĕнтерỹçĕ пулчĕç. Вĕсем иккĕмĕш çул умлă хыçлах супер кубока тивĕçеççĕ.

Ачасене çитĕнỹ тума Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Юрий Васюткин тата иккĕмĕшĕнчи Дмитрий Сегов физкультура учителĕсем хăнăхтараççĕ. Вĕсен хастарлăхне республикăри волейбол федерацийĕ обществăлла организацийĕн тав çырăвĕпе хакланă. Ачасене вара медальсемпе, дипломсемпе хавхалантарнă. Кубока тивĕçнĕскерсене спорт форми туянма сертификат панă.

А. КАПИТОНОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика