Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 27.05.2022, 10:17 Просмотров: 211

"Аслă Раççей" патриотизм акцийĕ вĕçленнĕ

 "Çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парассине, академи музыка искусствине аталантарассине тата çамрăк музыкçăсен пултарулăхне ỹстерме пулăшассине халалланă мероприяти майăн 4-мĕшĕнче старт илнĕ, - пĕлтернĕ ЧР культура министрĕ Светлана Каликова.- Акци эстафетине Канаш, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Елчĕк, Патăрьел, Çĕмĕрле, Пăрачкав районĕсем йышăннă". Светлана Каликова пĕлтернĕ тăрăх, акцие ачасемпе çамрăксем, профессиллĕ музыка пĕрлĕхĕ, пултарулăх интеллигенцийĕ хастар хутшăннă. Чăваш Енри паллă юрăçсемпе тата коллективсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ. Концертсенче вăрçă тата хыççăнхи юрăсем янăранă. Акци программине çавăн пекех вырăс классикĕсен С.Рахманиновăн, П.Чайковскин, Г.Свиридовăн, М.Глинкăн, Н.Римский-Корсаковăн, ют çĕршыв классика шкулĕсен чи лайăх произведенийĕсене кĕртнĕ.

Виçĕ индустри паркĕ хута кайĕ

Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков ирттернĕ тунтикунхи канашлура пĕлтернĕ. Индустри "промышленность" паркĕсене, агротехнопарксене Чăваш Республикин 2022-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн индивидуаллă программипе килĕшỹллĕн йĕркелемелле. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ Шупашкарти индустри паркĕ - 43,7 гектар, Çĕрпỹ районĕнчи - 56,6 гектар, Патăрьел районĕнчи 20,4 гектар йышăнĕ. "Çĕрпỹ районĕнче хальлĕхе татса паман ыйтусем пур-ха, - тенĕ Дмитрий Краснов. - Ял хуçалăх çĕрĕсене промышленность тĕллевĕпе усă курмалли категорие куçармалла. Вăхăта тăсса ямасăр уçă итлев йĕркелемелле, тивĕçлĕ документсем хатĕрлемелле". Патăрьел районĕнчи индустри паркĕнче ултă резидент вырăн йышăнма хатĕр. Вĕсем 73 ĕç вырăнĕпе тивĕçтерĕç. Çĕнĕ Шупашкарта та - улттăн. Кунта, Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, 268 ĕç вырăнĕ пулĕ.

Пулăсем те çиесшĕн

Малашне пулăсене апатлантармалли хутăша аякран туянмалла пулмĕ - çак ĕçе хамăр республикăрах пурнăçлама палăртнă. Ку проекта пурнăçа кĕртес ыйтăва инвесторсем ЧР ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа сỹтсе явнă. Çĕнĕ производствăна Улатăрти комбикорм заводĕнче хута ярасшăн. Пулă апачĕ хатĕрлессине йĕркелесе яма сехетре 8 тонна кăларма пултаракан хăватлă çĕнĕ лини кирлĕ. Туяннă хатĕрсен 30 процентне республика субсидилеме пултарать.

Чи лайăх тăватă таксист шутĕнче

Пĕтĕм Раççейри професси ăсталăхĕн конкурсĕ Чечен Республикин тĕп хулинче иртнĕ. Чи лайăххин ятне тивĕçессишĕн çĕршыври 23 таксист тупăшнă. Конкурсăн пĕр тапхăрĕнче кашниех хăйĕн регионĕпе паллаштаракан пултарулăх презентацийĕ кăтартнă. Чăваш Енрен хутшăннă Артур Михайлов халăх умне чăваш тумĕпе тухнă. Юрă та шăрантарнă. Куракансен йышĕнче икĕ регион ертỹçи пулнă: Рамзан Кадыров (Чечен) тата Рустам Минниханов (Тутарстан). Конкурсантсем пурĕ 9 тĕрĕслев витĕр тухнă. Чăваш таксисчĕ 4-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Архив материалов

Июль 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика