Культурăпа ырăлăх вучахĕ ан сỹнтĕр нихăçан

Категория: Публикации Опубликовано: 27.05.2022, 10:19 Просмотров: 212

Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунне халалласа "Библиотека - культурăпа ырăлăх вучахĕ" ятпа савăнăçлă уяв иртнĕ.

 Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьелĕнчи тĕп библиотека директорĕ Алевтина Овчинникова, районти Ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Андреев, Пофсоюзăн координаци канашĕн председателĕ, культура ĕçченĕсен профсоюз ертỹçи Нина Мазякова тата библиотекарьсем хутшăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов вулавăшра вăй хуракансене професси уявĕпе саламланă май çирĕп сывлăх, çитĕнỹсем суннă.

- Паянхи библиотекарьсем кĕнеке управçисем кăна мар, вĕсем хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлакан çынсем, пултарулăхпа та палăраççĕ, ушкăнпа пĕрле ĕçлеме те пĕлеççĕ, вулакансемшĕн, пĕрлех обществăшăн усăллă проектсем те реализацилеççĕ, - тенĕ Рудольф Васильевич вĕсен ăсталăхне хакланă май.

 Тухса калакансенчен кашнийĕ библиотекарьсен професси шайĕ çỹллине палăртнă, малашне те ỹсĕмсем тума суннă.

Уявра ĕçре палăрнисене, хастарсене тивĕçлĕ наградăсемпе чысланă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Июль 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика