Ăслăлăх - аталану никĕсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.05.2022, 10:25 Просмотров: 205

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ студентсене пĕрремĕш курсранах ăслăлăх ĕçне явăçтарас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрать.

Вырăспа чăваш филологи тата журналистика факультетĕнче 2022 çулта студентсене ăслăлăхра малтанхи утăмсем тума пулăшакан 50 ытла мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пысăк пайĕ студетсен Наука эрнинчи ĕçĕсем. Факультетри ăслăлăх эрни "Чăваш мифологийĕн персонажĕсем" ỹкерчĕксен куравне уçнинчен пуçланчĕ. Выставка авторĕ - чăваш филологи уйрăмĕн пĕрремĕш курс студенчĕ Е.Кириллова. Елена Юрьевна Çăл Атăк ялĕнче çуралса ỹснĕ. Анат Тăрмăшĕнчи пуçламăш классене пĕлỹ паракан, Турханти вăтам шкулсенче вĕреннĕ. Наука эрнине уçнă май, филологи наукисен деканĕ А.Иванова Е.Кириллова ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. "Вĕренĕве наука ĕçĕсемпе çыхăнтарни, чĕрĕ те кăсăклă тĕпчевсем туни студентсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Тарăн пĕлỹсен те, эрудицисен те, çутă малашлăхăн никĕсĕ - наукăпа тĕпчев",- тесе палăртнă. Паллă ĕнтĕ, чăваш мифологийĕ - халăхăн авалхи тĕнче-курăмĕпе ăс-хакăл ĕненĕвĕсен никĕсĕ. Фольклорта, йăла-йĕркере упранса юлнă тăван халăх кун-çулĕпе аваллăхне тĕплĕнрех пĕлме май парать. Мифологи персонажĕсем çынсен шăпине тытса тăнă, малашлăх çулне кăтартса пынă, вĕсене хỹтĕленĕ, пурнăç йĕркине сыхланă. Чăваш мифологийĕн сăнарĕсене ỹкернĕ выставка студентсене тăван халăх аваллăхĕн кăсăклă пулăмĕсем патне çул уçать. Курава пынисем Е.Кириллова ỹкернĕ "Пирĕшти", "Пихампар", "Вутăшпи", "Вупăр", "Йĕрĕх", "Пỹлĕхçĕ", "Хĕрт-сурт" тата ытти ырă-хаяр сăнарсен хăйнеевĕрлĕхĕсемпе интересленчĕç.

Выставкăпа университет тата факультет сайчĕсенче паллашма пулать.

Н.ОСИПОВ

Архив материалов

Июль 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика