Ĕмĕр иртет, асра юлнă вăхăт манăçмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 27.05.2022, 10:27 Просмотров: 206

Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 77 çул çитрĕ. Шел пулин те, вăрçă ветеранĕсем пирĕн хушăмăрта сахалланса пыраççĕ. Унăн синкерлĕхне ас тăвакансем, ачалăхне вăрçă вăрланă ватăсем ялта пур-ха. Çакнашкал çынсем пурте саманан йывăр тапхăрĕнче çитĕнсе пурнăç çулĕ çине тăнă, хăйсен ĕçĕпе, хастарлăхĕпе ял-йышра ят-сум çĕнсе илнĕ. Вĕсенчен пĕри Алманчăра пурăнакан Гурий Геннадьевич Волков. Вăл вăрçă пуçланнă хыççăн икĕ уйăхранах çут тĕнчене килнĕ. Анчах пепке ашшĕн ăшшине, тĕрекне туйса ỹсеймен. Ăна астумасть те. Геннадий Федоровича та ял-йыш ыттисемпе пĕрлех вăрçа ăсатнă. Темиçе уйăхранах ăна аманнă хыççăн килне янă. Анчах суранĕ пирчесенех вăл çĕнĕрен салтак тумне тăхăннă, фронта кайнă. Ун хыççăн вара ăна мăшăрĕ те, ачисем те урăх курайман: çыхăну татăлнă. Геннадий Волков паттăрсен вилĕмĕпе пурнăçран уйрăлни çинчен пĕлтерсе янă çыру та тăван килне 1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче çеç çитнĕ. Çапла вара ачине амăшĕ Евдокия Федоровна пĕчченех ура çине тăратнă.

Волковсен çемйинче Гурий виççĕмĕш ача пулнă. Амăшĕ пепкисене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес, кирлĕ пек воспитани парас тесе чунтан тăрăшнă. Чылай салтак арăмĕ пекех вăрçă чарăннă хыççăн темиçе çул вăл юратнă мăшăрĕ киле таврăнасса кĕтнĕ, нумай куççуль тăкнă... Анчах пурте кăлăхах. Ялта тăлăх арăмсем, ашшĕсĕр юлнă çемьесем нумай пулнă.

 Паян Гурий Геннадьевич çамрăк мар ĕнтĕ, тăххăрмĕш теçеткене ваклать. Ватлăхра шăпа ăна пĕччен тăратса хăварнă пулин те (мăшăрĕ, пĕр ывăлĕ вилнĕ) вăл паянхи кун пурнăçа тирпейлесе пырать. Ачалăх вăхăтне аса илме ыйтсан вара ентешĕмĕн куçĕ сасартăк шывланчĕ: "Пире пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă, тĕрĕс воспитани панă аннене чун-чĕререн тав тăватăп. Мухтав Турра, паян ачасемпе, мăнуксемпе савăнмалăх пур",- терĕ вăл ку таранччен утса тухнă кун-çулне кĕскен хак парса.

Каччă Алманчăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн амăшне пулăшас тĕллевпех аякка тухса кайман. Кĕçĕн ывăл-çке, тĕпкĕçĕ темелле. Тỹрех сĕт пуçтаракан пункта вырнаçнă, лашапа сĕт турттарнă. 19 çул тултарсан комсомол путевкипе чукун çул тунă çĕре хутшăннă. Слесарь-механик специальноçне алла илнĕ хыççăн каччă Дагестанра хими заводĕнче моторист пулса, каярахпа Пятигорскра та тăрăшнă. 1965 çулта яла таврăннă хыççăн вара колхоза механизатора вырнаçнă. Пĕр вăхăт ачасене ĕçе вĕрентекен мастер пулса та вăй хунă. Çамрăк чухнех вăл кирек мĕнле ĕçе те тỹрĕ кăмăлтан пурнăçланă. Çакă вара каярахпа пурнăçра ят-сум, хисеп çĕнсе илме çеç пулăшнă.

Гурий Геннадьевичпа Зоя Никоновна çемье çавăрнă хыççăн тăватă хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ, хăйсем пекех ĕçчен те ырă чунлă пулма вĕрентнĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлỹллĕ, çемьеллĕ, ача-пăчаллă, пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă темелле. Вунă мăнукпа мăнукĕн виçĕ ачи аслашшĕ-кукашшĕне чун-чĕререн юратаççĕ, хисеплеççĕ. Ватă çынна сума суса Волковсем пурте çемье праçникĕсенче тăтăшах тăван килте, ашшĕн кĕрекинче пулма тăрăшаççĕ. Кунтан пахи тата мĕн пултăр-ха?

П. КИРГИЗОВ. Алманчă ялĕ

Архив материалов

Июль 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика