Кĕтỹçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 27.05.2022, 10:44 Просмотров: 251

 "Юркка, тăр, тул çутăлать, кĕтỹрен çывăрса юлан. Вăхăтра тăмасан аçу кĕрсе пĕçерккĕ парать…", - анне каланине таçтан инçетрен, ыйхă чиккинчен илтсе аран-аран вăрантăм. Каллех кĕтỹ, каллех çывăрса тăранаймарăм. Каллех кун усăсăр, вылямасăр иртсе каять ĕнтĕ. Тата ирхине анне васка-васка ман çине ăптăр-каптăр тум - хамăн-и, аттен-и е тата хĕрарăмсен куртки-и - тăхăнтартса яни килĕшместчĕ. Ун чухне ĕнтĕ пирĕн килте сунчăк тавраш пулман, çумăр айĕнче ан йĕпентĕр тенĕ пуль аслисем. Хама вара катемпи пекех туяттăм. Ирхине кĕтỹ хăваласа кайнă чух пит шикленместĕмччĕ, кĕтỹ аннă чухне вара хам тумран хам вăтанса хĕр ачасене курăнма питĕ аванмарланаттăм. Эпĕ аттепе, куккапа тата Çăпăртта Гени тетепе пĕрле кĕтỹ кĕтме юрататтăмччĕ. Вĕсемпе эпĕ кашни кун кайма та хатĕрччĕ. Аттепе çав самантсенче мĕн çинчен кăна калаçман пуль! Куккапа Гена тетерен вара атте каламан нумай çĕнĕ япала çинчен пĕлеттĕмччĕ.

Çулла тăван-пĕтен, пĕлĕшсем кĕтỹ черечĕ çитнĕ май пурте манпа кăсăкланатчĕç. Атте мана кĕтĕве çỹреме ятарласа кĕскерех пушă та, ĕнесем валли хулăн пушă, сурăх кĕтĕвĕ валли çỹхереххине, инçене каякан сасă кăлараканнине, явса панăччĕ. Эпĕ çиччĕллĕ явнă пушăпа пăшал пенĕ евĕр шартлаттарма та вĕреннĕччĕ. Хăш чухне - хам пек ачасемпе пĕрле кĕтỹ кĕтме кайсан кунĕ сисĕнмесĕрех иртсе каятчĕ. Ватă çынсемпе кайсан йывăртарахчĕ. Кашни урамăн хăйĕн кĕтĕвĕ пулнă. Вăрманхĕрри Шăхальсен пилĕк-ултă кĕтĕвĕ вăрманти Хуравай çырмисенче çỹретчĕ. Нăрваш Шăхальпе Пулевей Шăхальсен кĕтỹлĕхĕсем Мишер вăрманĕ (Юхма юхан шыв çак вырăнтан çул пуçлать) çумĕнче Кỹпĕрле енчеччĕ. "Тăранни-мĕнĕ, выльăхăн çав кăна, килте тăманни паха", - тесе атте пĕрре мар каланине те ас тăватăп.

Пĕррехинче, эпĕ ун чухне вун улттă тултарнăччĕ, черетлĕ кĕтĕве кайрăм. Çав çулсенче атте мана йăтса çỹремелли пысăках мар радио илсе панăччĕ. Кĕтỹре ăна алран ямастăмччĕ. Икĕ канал пулнă пулсан та пĕтĕм информацие "çăтаттăм". Çапла пĕр передачăра Андрей Сахаров ученăя (ун чухне çынсен прависене хỹтĕлекен Сахаров паллă ученăй кам пулнине пĕлмен те) ниçта кайса кĕме çук вăрçса ăшалантараççĕ. Мĕн кăна каламаççĕ! Патшалăха сутнă, апла-капла теççĕ. Хайхи шутлатăп: "Мĕн тума çак çынна радиопа вăрçатăр? Урăх çĕрте май çук-им?" Темшĕн ăшра хамăр патшалăх вăйсăрлăхне туйса илтĕм. Пĕр çынна радио вăрçать. Эппин, çын патшалăхран вăйлăрах. Хам шухăшран хам хăраса кайрăм. Радиона сỹнтерсе хутăм. Кайран урăхларах шухăшласа илтĕм: "Комсомолец Исаев, паллах, радио тĕрĕс тăвать, патшалăх умĕнче çынни хăй айăплă пуль", - тесе радио икĕ хумĕ çинче те юрăсем шыраса малалла кĕтỹ кĕтме тытăнтăм.

Хамăр урамра, пиртен кăшт аяларах, Миккуль тете пурăнатчĕ. Атте патне час-часах тĕрлĕ ĕçпе хăпаркалатчĕ. Вĕсем тем-тем çинчен те калаçса ларатчĕç, хăш чух вăл аттене пĕр-пĕр ĕç туса пулăшкалатчĕ. Хăй аттерен чылай аслă курăнатчĕ. Вăрçăра паттăррăн çапăçнă, темиçе хутчен йывăр аманнă кукаçи пирĕн пата килсен Миккуль тете темшĕн вара нумай тытăнса тăмастчĕ, часах килнелле тухса утатчĕ. Пĕрре аттерен эпĕ: "Мĕншĕн çапла пулса иртет?" - терĕм те, атте: "Вăрçа пула", - тесе ирттерсе ячĕ. Паллах, нимĕн те ăнланмарăм, анчах хам ăнкарманнине палăртас мар тесе, "А-а-а!" - тесе çеç каларăм.

Миккуль тетесен килĕнче виççĕн пурăнатчĕç: хăй, арăмĕ тата Миккуль тете йăмăкĕ. Виççĕшĕ те самаях çулланнă çынсемччĕ. Вĕсен кĕтỹ черечĕ çитсен чылай чухне манăн кайма тиветчĕ. Пĕр енчен, вĕсене пулăшас та килетчĕ, тепĕр енчен, темĕн чарса тăратчĕ. Уйрăмах хĕрарăмсемпе кайма юратмастăмччĕ.

Миккуль тетепе кĕтỹ кĕтме каясса пĕлсен савăнаттăм. Кĕтĕве çỹретмелли çĕре çитерсен Миккуль тетене май тупăсанах, чăтăмсăррăн, вăрçă çинчен каласа пама ыйтаттăм. Ун чухне паттăрлăх çинчен çырса кăтартакан калавсемпе повеçсем нумай вулаттăмччĕ. Кунта вара, манпа юнашарах, - вăрçăра çапăçнă çын. Вăрçă çинчен мĕнле ыйтмасăр чăтас? Кĕтỹ тавра çаврăнса килеттĕм те татах ыйтса пĕлме тăрăшаттăм. Кăштахран Микуль тете: "Çавăнталла кайса кил-ха, пăхкала, çав вырăнта пĕрер тĕк тăр", - текелетчĕ. Кашнинчех çавăн пек. Вăрçăри çапăçусем çинчен ыйтса пĕлме питĕ юрататтăмччĕ. Çапла ыйтусем парса минретсе çитерсен вăл çерем çине урине явса ларатчĕ, пушшине юнашар хуратчĕ те мана фронтри çапăçусем çинчен аса илсе каласа пама пуçлатчĕ. Эпĕ вара унăн сăмахĕсене çăвар карсах итлеттĕмччĕ. Темиçе хут каласа пачĕ пуль Миккуль тете мана вăрçă хирĕнчи самантсем çинчен, эпĕ вара татах та татах каласа пар тесе аптăрататтăмччĕ. …

Шкул пĕтерсен мана Шупашкар хули тыткăна илчĕ. Киле сайра хутра çеç кайкалаттăмччĕ. Паллах, Миккуль тетене куркаласах тăраттăм-ха. Вăл эпĕ салтакра чухне масар çине кайнăччĕ ĕнтĕ. Манăн пурнăç хăйĕн еккипе пычĕ. Самана вăйлă улшăнчĕ. Пурнăç çынсене хăйĕн çĕнĕ майĕсене сĕне пуçларĕ. Маншăн, çамрăк ăсчахшăн, патшалăх органĕсен халĕччен курма-тĕпчеме юраман материалĕсемпе паллашма май пулни питĕ паха. Эпĕ тăван ялăн вăрçă паттăрĕсем çинчен тĕпчев материалĕсем пуçтарма тытăнтăм. Çавăн чухне Миккуль тетене те аса илтĕм. Ун пирки материалсем шырама пикентĕм. Уйрăм каталогсенче тупрăм-тупрăмах. Тен, тупмалла та марччĕ-и? Ман "герой" вăрçă умĕн Брест крепоçĕнче службăра тăнă, вăрçă пуçлансанах тыткăна лекнĕ. Унта вăл Совет Союзне хирĕç ĕçленĕ иккен. Вăрçă хыççăн Миккуль тетене патшалăх икĕ хутчен айăпласа тĕрмене хупнă. Папкăсенче айăпланакан каланă сăмахсене çырса хунисем пурте пур. Турра шĕкĕр, кам çинчен каланине çыннисем пĕлмеççĕ... Тен, тупмалла та марччĕ-и çак материалсене? Тен...

Çапла манăн ачалăхăмри ырă сăнсем чунра чĕпĕтсе ыратса хуллен сĕвĕрĕлчĕç.

Юрий ИСАЕВ

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика