Анне - чи çывăх çыннăм

Категория: Публикации Опубликовано: 27.05.2022, 10:45 Просмотров: 285

Манăн аннене Марина тесе чĕнеççĕ. Вăл ырă та тỹрĕ чунлă çын. Унăн алли чăнахах та "ылтăн". Унта кирек хăш ĕç те вĕресе тăрать. Аттепе иксĕмĕре тутлă апат пĕçерсе савăнтарать. Вăл пĕçернĕ кукăльсем, хуплу-пашалу та кăпăшка. Анне кĕнеке вулама юратать. Çакна мана та хăнăхтарать. Кирлĕ вăхăтра ырă канаш парать.

 Артур КИРГИЗОВ

 Манăн анне - вĕрентекен. Ăна Ольга Петровна тесе чĕнеççĕ. Хальхи вăхăтра пĕчĕк шăллăма пăхать. Анне пĕçернĕ апата çисен чĕлхене "çăтмалла" тесен те юрать. Пурне те ĕлкĕрет манăн анне: кил-çурта тирпейлесе те, картари выльăх-чĕрлĕхе пăхса та, йăмăкпа иксĕмĕре килти ĕçсене тума пулăшса та, асатте-асаннене ырă сăмахпа йăпатса та...

Дарья ЗАВОДОВА.

Анне сăмах кашни çынра ăшă туйăмсем çуратать. Вăл пире пурнăç парнеленĕ. Манăн анне - Наталья Николаевна - сывлăх хуралĕнче вăй хурать. Вăл чирлĕ çынсене эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплеме тăрăшать. Çавăнпа та ăна хисеплеççĕ. Вăл спортпа та туслă. Больница коллективĕпе тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать. Маншăн анне тĕслĕх пулса тăрать. Эпĕ ăна килти ĕçсенче пулăшма та тăрăшатăп.

Даниил КУДРЯШОВ

Архив материалов

Июль 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика