Ỹркенмесен ăста çеç мар, сывлăхлă та пулан

Категория: Публикации Опубликовано: 31.05.2022, 10:02 Просмотров: 253

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче Владимир Карягин тренер пуçарăвĕпе тивĕçлĕ канăва тухнисен "Сывлăх" ушкăнне йĕркелесе яни иккĕмĕш çул. Кунта сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан пенсионерсем çỹреççĕ. Хĕрарăмсемпе арçынсем спорт комплексне кашни кĕçнерникун ирпе-ирех пуçтарăнаççĕ. Малтанах Владимир Арсентьевич ертсе пынипе тĕрлĕрен хускану тăваççĕ, ун хыççăн тỹлевсĕрех бассейнра ишсе савăнаççĕ. Çак клуба хальлĕхе 20 ытла пенсионер çỹрет. Ỹркенмесен ватлăхра та ăста çеç мар, сывлăхлă та пулма ансат. Ун пек чухне чир-чĕре те çăмăллăн парăнтаран, кăмăл-туйăм та пысăк.

Яндекс.Метрика