Асăрханăр! Мошенниксем МЧС сотрудникĕн "ролĕнче" те пулаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 31.05.2022, 10:04 Просмотров: 298

УЛТАВĂН ури саккăр, теççĕ. Ку чухне хăйсен пайтишĕн услам тăвас тĕллевпе мошенниксем темĕн те шыраса тупаççĕ. Юлашки вăхăтра МИХ хатĕрĕсенче республикăра ултавçăсем МЧС сотрудникĕн "ролĕнче" пулса çынсене пушар тухни пирки систерекен приборсем (пожарный извещатель) сутса çỹренĕ тĕслĕхсем сахал мар пулни пирки çыраççĕ. Пирĕн тăрăхра кун пекки пулман пулин те, районти пушар хуралĕн начальникĕ Андрей Тукмаков ултавçăсен серепине çакланасран çирĕп асăрхаттарать. Чăн малтанах çакна палăртса хăвармалла. Районта нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсене пушар хыпарлавçине вырнаçтарса паракансем яланах служба тумĕпе çỹреççĕ, çынсемпе тĕл пулнă чухне хăйсемпе паллаштараççĕ, удостоверени кăтартаççĕ, инструктаж ирттереççĕ тата ытти те. Иккĕлентерекен çынсем сирĕн çурта çак ыйтупа килсен çийĕнчех "102" телефонпа шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Яндекс.Метрика