Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2022, 11:05 Просмотров: 927

Тĕрлĕ халăх ачисем килĕç

Июнĕн 23-27-мĕшĕсенче Чăваш Республикин тĕп хулинче Пĕтĕм Раççейри ача-пăча фольклориади иртĕ. Çĕршывра пĕрремĕш хутчен йĕркелекен мероприятие 78 регионтан ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсем пуçтарăнĕç. Сăмахран, Камчаткăран эвенк ача-пăча ушкăнĕ, Кăнтăр Сахалинран корей ансамблĕ, Псков облаçĕнчен сето халăхĕн коллективĕ, Дагестан ансамблĕ тата ыттисем те килĕç. Фестиваль программи июнĕн 23-мĕшĕнче Чăваш тĕррин музейĕнчи куравран пуçланĕ. Тепĕр кунне тĕрлĕ халăх коллективĕсем Шупашкарти тĕп урампа утса иртĕç. Хĕрлĕ тӳремре гала-концерт пулĕ, ăна тӳрĕ эфирта та кăтартĕç. Июнĕн 25-мĕшĕнче концертсемпе тухса çӳреме палăртнă. Фестиваль июнĕн 26-мĕшĕнче филармонире вĕçленĕ.

Конференцире –600-е яхăн çамрăк

Иртнĕ эрнекун И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ăслăлăхпа ĕçлекен çамрăксене «Анлă Атăл çамрăклăхĕ» фестиваль конференцине пуçтарнă. Кăçал мероприяти 24-мĕш хут иртнĕ. Унта Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи 600-е яхăн студентпа ăслăлăх коллективĕ хутшăнма кăмăл тунă. 408 ĕçе рецензиленĕ. 50 тĕрлĕ секцире вĕсене 200-е яхăн эксперт пăхса тухнă. Конференцин финалне 297 ĕç тухнă. Палăртмалла: кăçал çĕнĕлĕх те пур: унчченхисем çумне тата тăватă секци хушăннă, вĕсене Раççейри халăхсен еткерлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Енри Паллă ентешсен çулталăкне халалланă. Конференци лауреачĕсен ĕçĕсем электрон кĕнекере тухĕç.

Федераци конкурсне хутшăнаççĕ

Чӑваш Енри икӗ пурӑну вырӑнӗ федераци конкурсне хутшӑнса укҫа ҫӗнсе илесшӗн. Ҫак нухратпа вĕсем вырӑна хӑтлӑх кӗртме усӑ курасшӑн. Хӑтлӑ хула тавралӑхне йӗркелемелли проектсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурса Ҫӗрпӳ хулипе тата Пӑрачкав сали хутшӑнаҫҫӗ. Иккӗшӗ те хӑйсен темиҫе ӗмӗрлӗ вӑрӑм историйӗпе пуян.

Шыва кĕмелли тапхăр уçăлнă

Июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре шыва кĕмелли сезон уçăлнă. Анчах çакăн валли ятарласа уйăрнă вырăнсене çеç çӳремелле. Ку çулла республикăра 13 пляж ĕçлĕ. Çăлавçă матроссемпе медиксем шыв хĕрринче канакансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерĕç. Муниципалитетсенче çу пуçламăшĕ тĕлне шыва кĕме 128 вырăн хатĕрлеме палăртнă. Шыв тасалăхне Чăваш Республикин шыравпа çăлав службин водолазĕсем тĕрĕслеççĕ.

Форум иртĕ

Чăваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ нумай нациллӗ ҫамрӑксен регионсем хушшинчи форумне ирттерет. Культурӑпа вĕренӳ слётне июнĕн 4-8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Унта пултарулӑх, сывлӑха сиплес тата туризм мероприятийӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсене йӑлана кӗнӗ культурӑна сарас тӗллевпе ирттерӗҫ.

Архив материалов

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика