Кил тĕрекĕ - тете, чун тĕрекĕ - инке

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2022, 11:16 Просмотров: 977

Шăхач ялĕнче пурăнакан Николай Порфирьевичпа Галина Григорьевна Тагановсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитрĕ. Вĕсем иккĕшĕ те вăхăтĕнче йывăçран япаласем тăвакан ялти комбинатра ĕçленĕ. Халĕ - тивĕçлĕ канура. Кил-çуртне тирпейлĕ тытса тăраççĕ. Алли- ури ĕç патне иккĕшĕн те пит ăста. Урамран пуçласа çурта кĕричченех çеçке çуракан чечексем куçа илĕртеççĕ.

Икĕ хĕрĕ çемйисемпе кỹршĕ ялсенче пурăнаççĕ. Йывăртарах ĕçсене пĕрле пурнăçлаççĕ. Ывăлĕ те аякка тĕпленмен. Ульяновскинчен час-часах килсе çỹрет.

 Тетепе инкен пурнăçĕ çăмăл пулман. Тăлăха юлнă 7 ачана (шăллĕсемпе йăмăкĕсене) хăйсен хỹттине илнĕ вĕсем. 23 çулхи каччă виççĕри йăмăкĕ таран тĕнчене кăларса яман.

Юратнă, чунтан хисеплекен тетепе инке. Эпир сире пире пĕр-пĕринчен уйăрманшăн, нихăшне те ача çуртне яманшăн, хăвăрăн çунаттăрсен айне илсе хỹтлĕхре ỹстернĕ- шĕн, тĕрĕс çул çине тухма пулăшнăшăн, пурнăçра телей пилленĕшĕн, ăс парса ырра вĕрентнĕшĕн, çунатсем парса вĕçтернĕшĕн, атте-анне çуртне вĕлтĕрен пустарманшăн, пурин валли те унăн алăкĕсене уçă тытнăшăн чĕререн тухакан сăмахсемпе çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Хăвăрăн ăс-тăнăра пире пама пултартăр. Çамрăк чухне курман ырлăха халĕкурмалла пултăр. Пирĕн туслăх малашне те çирĕп юлтăр.

Кил тĕрекĕ - тете, чун тĕрекĕ - инке, йышăнсамăр тăвансен чи хĕрỹ саламне. Сиртен хаклă çынсем урăх çук тĕнчере, сирĕн çутă сăнарăр кунран-кун чĕрере.

 Сывлăхăр малашне те çирĕп,

кăмăлăрсем сар çу пек çемçе,

пурнăçăр телейлĕ пултăр.

Ылтăн туй ячĕпе саламлатпăр сире,

 Килĕшỹллĕн тапайтăр ялан ик чĕре.

 Пурнăçра юрату вăй парса тăрсан

Ватлăх тарĕсиртен аякран, аякран.

(1276).

Ывăлĕ, икĕ хĕрĕ (Тагановсем, Маштаковсем, Кудрявцевсем), Патăрьелĕнче пурăнакан Сымовсем (3 çемье), Аврелькинсем (2 çемье), Тагановсем, Скворцовсем, Красноярскинчи Владимир шăллĕтата Ульяновскинчи Наташа çемйисемпе

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика