Пирĕн нушана ăнланасса шанатăп

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2022, 11:17 Просмотров: 1091

Инвалид эпĕ. Хам урапа утса çỹрейместĕп. Пỹртре коляскăпа усă куратăп. Унпах урама тухса автомашина çине ларатăп. Патшалăх çак çăмăллăхпа тивĕçтернишĕн хĕпĕртетĕп, тав тăватăп. Пĕччен пурăннăран куллен кирлĕ тавар туянма лавккана та çитме тивет. Тĕрлĕ учреждени-организацие каймалли те тупăнать. Çав шутрах аптекăна та. Эмелсем кирлех. Анчах район центрĕнчи тĕп аптека патне ĕç кунĕсенче ниепле те çывăха пыма çук. Унта туллиех автомашина. Сусăр çынсен техникине лартма ирĕк паракан паллă та курăнмасть. Вăл пулсан, тен, ыттисем çакна шута илсе вырăн хăварнă пулĕччĕç. Çитменнине тата тротуар бордюрĕсем те лутра мар. Вĕсем урлă инвалид коляскипе каçаймастăнах. Алăкĕ патĕнче пулăшу ыйтса чĕнме май паракан кнопка пур-ха. Анчах унта мĕнле çитмелле?

Çакнашкал нуша куракан пĕр эпĕ çеç мар. Ман ыйтăва шута илсе çывăх вăхăтрах уçăмлатасса шанатăп. Пирĕн те хамăрăн патшалăх влаçĕ çирĕплетнĕ правасемпе туллин усă курас килет.

Н. ПЕТРОВ. Патăрьел ялĕ

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика