Çĕнĕлĕх савăнтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2022, 11:20 Просмотров: 1021

Регионти пуçламăш звенона модернизацилес программăпа килĕшỹллĕн районти фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнĕ электрокардиограммăсем илсе килнĕ. Хальхинче медицина аппаратурипе Упамсари, Пăлапуç Нурăсĕнчи, Именкассинчи, Шăхачри, Анат Тăрмăшĕнчи, Вăтаелĕнчи, Хирти Пикшикри сывлăх учрежденийĕсене тивĕçтернĕ.

"Ку чухнехи оборудованисем пациентсемшĕн питех те кирлĕ. Малашне диагноз лартасси тата сиплеве пуçăнасси çỹллĕ шайра пуласси куç кĕретех",- палăртать районти больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюков.

ЭКГ аппарачĕпе чĕрене тĕрĕслени пачах та сиенлĕ мар. Пациент сывлăхне сипленĕ чухне ăна темиçе хутчен те ирттерме пулать. Ун пек чухне чĕре мĕнле ĕçленине тĕрĕс палăртма майсем пурах.

"Нумай функциллĕ диагностика аппаратури питĕ меллĕ. Пирĕн ĕçе çăмăллатать тата тĕрĕс пĕтĕмлетỹ тума май парать",- тет Вăтаел ялĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Ольга Кересева.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика