Строительство объекчĕсемпе паллашнă

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2022, 11:21 Просмотров: 912

 Çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Мастьянов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕп пулнă, Сăкăт тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсенчи строительство объекчĕсемпе паллашнă.

Чăн малтанах вĕсем Патăрьел районĕн пуçлăхĕпе Николай Тинюковпа тата "Спецстройкомфорт" подряд организацийĕн ертỹçипе Вазых Алимовпа Сăкăтра врач амбулаторине тăвакан строительсемпе курнăçнă. Çакна та палăртса хăвармалла.

Районта "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕпе 2021 çулта модульлĕ 5 ФАП, Шăнкăртамра врач амбулаторине тунă, çулталăк вĕçĕнче Сăкăтра врач амбулаторине, тума, Первомайскипе Кзыл Чишмара врач амбулаторийĕн çуртне тĕпрен юсама пикеннĕ. Кăçал çак виçĕ объектри ĕçе те вĕçлемелле. Май уйăхĕнчен вара Патăрьелĕнчи тĕп поликлиникăн çуртне тата Тикешри ФАПа тĕпрен юсас ĕçе пикеннĕ.

Малалла 2020 çулта Шăнкăртамра хута кайнă "Эко продукт" цехпа паллашнă. Талăкне 25 тонна сĕте ĕçе кĕртсе тĕрлĕрен продукци туса кăларакан предприятие грант пулăшăвĕпе тунă, вăл паянхи кун 50 çынна хушма ĕçпе тивĕçтерет.

Районта ака-суха ĕçĕ малалла пырать. Юлашкинчен вĕсем "Авангард "Патăрьел беконĕ" пĕрлешỹ филиалĕ Çĕньял ял тăрăхĕнчи çĕрсем çинче пурнăçлакан çурхи ĕçсемпе паллашнă. Хуçалăх кăçал çурхи культурăсене 627 гектарта акса хăварасшăн.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика