Айнур Шайдуллин - ашшĕ-амăшĕшĕн мăнаçлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2022, 11:27 Просмотров: 990

КЗЫЛ Чишмара çуралса ỹснĕ Айнур Шайдуллинăн пултарулăхĕ шкулта чухнех пысăк пулнă. Вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ каччă бакалавра та хĕрлĕ димпломпах вĕçленĕ. Халĕ вăл Хусанти патшалăх архитектурăпа строительство университетĕнче каçхи майпа, магистратурăра куçăмлă майпа пĕлỹ илет. Айнур Фаниярович çемьеллĕ, çамрăк мăшăр иккĕмĕш пепкине алла илме хатĕрленет. Çапах та унăн хастарлăхĕ, пĕлỹ тĕнчинче малтан мала ăнтăласси иксĕлмест-ха. Пулас строитель аспирантурăра пĕлĕвне малалла тăсма ĕмĕтленет.

Хальхи вăхăтра та студент çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹпе савăнтарать. Нумай пулмасть çеç вăл Хусанти аслă шкулта строительство профилĕпе йĕркеленĕ конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак кунсенче Санкт-Петербургра ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри студентсен олимпиадинче те "Водоотведение и водоснабжение" профильпе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çамрăк ашшĕ спортпа та питĕ туслă. Вăл Патăрьел районĕн футбол командин хастар членĕ. Айнур ашшĕ-амăшĕшĕн çеç мар, Шайдуллинсем хăйсен хỹтлĕхне усрава илнĕ Иринăпа Ольгăшăн та ырă тĕслĕх. Пиччĕшне вĕсем çав тери юратаççĕ.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика