Патăрьелĕнчи храма Феодор владыка сăваплĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2022, 11:27 Просмотров: 931

 ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ Турă Амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ храмăн (Ленин урамĕ, 42 çурт) тĕп пайне июнĕн 9-мĕшĕнче ирхине 8 сехетре сăваплама хатĕрленеççĕ. Чиркĕве çỹрекенсем, Турра ĕненекенсем, тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансем ирхи кĕлле хутшăнма пултараççĕ. Сăваплав ĕçе Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор ирттерет. Яланхи пекех чиркĕве килнисене, кĕлле хутшăнакансене владыка нумай çул сывлăхпа пурăнма пил парĕ. Чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, храма сăваплама хамăр тăрăхри, кỹршĕ районсенчи пачăшкăсем те хутшăнĕç.

Архив материалов

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика