Шăнкăртамсем уявра савăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 08.06.2022, 16:23 Просмотров: 818

Шăнкăртамри "Халăхсен туслăхĕ" çамрăксен паркĕнче йăлана кĕнĕ "Сабантуй" наци уявĕ иртнĕ. Вăл Коран аячĕсене вуланинчен пуçланнă. Ялти пĕрремĕш вăтам шкулти ачасемпе педагогика коллективĕ (директорĕ Гельсирень Абейдуллова) хатĕрленĕ театрализациленĕ номерĕ пурин кăмăлне те уçнă.

Официаллă пая район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн председателĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Сергей Семенов, филологи наукисен докторĕ, доцент, Чăваш Республикин вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, Тутарстан Республикин Çĕпрел районĕн пуçлăхĕ Марат Гафаров, Чăваш Енри тĕн управленийĕн председателĕ, республикăри Общество палатин членĕ, районти Общество канашĕн членĕ Мансур хазрат Хайбуллов тата ытти хăнасем хутшăннă.

Уяв вăхăтĕнче ял тăрăхĕн кашни отраслĕнче малта пыракансене, хастарсене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе, дипломсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă. Паллах, "Патăрьел районне йĕркеленĕренпе 95 çул" медаль чи сумли пулнă. Унпа малтанах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене чысланă.

Уяв вырăнти тата Çĕпрел районĕн ташă-юрă коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнипе малалла тăсăлнă.

Программăра çавăн пекех юртă лашасен чупăвĕ, "Корэш" кĕрешĕвĕ, армрестлинг, пукан йăтасси, вĕрен туртасси, шкул çулне çитмен ачасем велосипедпа ярăнасси, ытти нумай вăйă, конкурс пулнă. Вĕсене ватти-вĕт-ти хутшăннă.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика