Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 10.06.2022, 19:20 Просмотров: 646

Фестиваль вĕçленнĕ

Чăваш патшалăх филармонийĕнче Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура хупăннă. Конкурса тăратнă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ. Илемлĕ фильмсен конкурсĕнче ЧР Пуçлăхĕн ятарлă парнине Раççей халăх артисчĕ Эдуард Артемьев тивĕçнĕ. Кинофестивалĕн Гран-прине Якут Саха режиссерĕ Степан Бурнашев ÿкернĕ "Ыт" илемлĕ фильма панă. Регионта ÿкернисенчен Гран-при тата Анне статуэтка "Последний" фильмпа Азербайджана кайнă. Пирĕн Марат Никитин "Соучастник" фильмпа "Чи лайăх режиссура" ята тивĕçнĕ.

Маска режимне пăрахăçланă

Ĕнер коронавирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑра маска режимне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Маска режимне пӑрахӑҫласан та ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хӑрушсӑрлӑх йĕркисене пӑхӑнмалли пирки, кӑшӑлвирусран сыхлакан вакцинаци ҫинчен асӑрхаттарнӑ.

Хĕрарăмсем ăмăртаççĕ

«Эпĕ — хĕрарăм» республика конкурсĕн çĕнтерӳçине сасăлав тăрăх палăртĕç. Июнĕн 16-мĕшĕччен килĕшекен конкурсантшăн хăвăр сассăра пама пулать. Çакăн валли https://nk.cap.ru/poll/116 каçăпа иртмелле. Сасăлава июнĕн 17-18-мĕшĕсенче пĕтĕмлетĕç. Çĕнтерӳçĕсене Республика кунĕнче чыслĕç. Палăртмалла: хальхинче конкурс 3 номинаципе иртет: социаллă /вĕрентӳ тата ăслăлăх, сывлăх сыхлав, культура, журналистика, физкультурăпа спорт, социаллă ĕçпе тивĕçтересси/, бизнес тата предпринимательство /промышленноç, суту-илӳ, транспорт/, аграри.

Шупашкар кÿлмекĕ çĕнелĕ

Республика кунĕ тĕлне Шупашкар кӳлмекĕ хатĕр пулмалла. Çавăнпа подряд организацийĕ ĕçне хăвăртлатнă. Ку — «Чăваш Ен — Атăл чĕри» пысăк проектăн иккĕмĕш тапхăрĕ. Хĕрлĕ тӳреме çĕнетнĕ ĕнтĕ, халĕ «Анне» палăк умĕнче ĕçсем малалла пыраççĕ. Çынсем çӳремелли вырăна йĕркене кĕртмелле. Çавăнпа унта июнĕн 20-мĕшĕччен кафесем, батут ĕçлемĕç, велосипедсемпе çӳретмĕç.

Архив материалов

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика