Патăрьелĕнчи храма сăвапларĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 10.06.2022, 19:35 Просмотров: 710

Ĕнер Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державная иконĕ ячĕллĕ храмăн тĕп пайне сăвапларĕç. Çак ятпа кĕлĕ иртрĕ.

Унта Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Феодор, Патăрьел чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Синяков, хамăр тăрăхри, кỹршĕ районсенчи пачăшкăсемпе православи тĕнне ĕненекенсем хутшăнчĕç.

Тĕне ĕненекенсем владыкăран, чирку настоятелĕсенчен пил илчĕç. Феодор епископ храма тунă çĕре тивĕçлĕ тỹпе хывнисене Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Пухăннисене уяв ячĕпе Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов тата ыттисем саламларĕç.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика