Ачалăх - телейлĕ тĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 10.06.2022, 19:38 Просмотров: 811

 Районти 16 вĕрентỹ организацийĕнче 857 ача сывлăха çирĕплетет. Çуллахи çанталăк ачасен кану кунĕсене çеç кĕтнĕ тейĕн. Сар хĕвелĕ таврана ăшăтрĕ те ăшăтрĕ. Çири тумтирсене те улăштарма тиврĕ. Çавна май Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн сывлăха çирĕплетмелли лагерĕнче канакан çитĕнекен ăрăвăн та кăмăлĕ савăк. Кунти кашни кун зарядкăран пуçланать. Т.Толстовăпа А.Сафьянов инструкторсем мĕн тĕрлĕ хускану çеç тума вĕрентмеççĕ. О.Осипова медицина сестри ачасене шăрăх çанталăкра мĕнле тытмаллине аса илтерсех тăрать.

Кану лагерьне 7 çултан пуçласа 13 çулчченхи 155 ача çỹрет.

- Тĕпре - ачасен канăвне тивĕçлĕ йĕркелесси, вĕсен ăс-хакăлне тата пуянлатасси, тавра курăмне анлăлатасси, патриотла воспитани парасси, наци культурин йăли-йĕркине çитĕнекен ăрăва тытса пыма хăнăхтарасси, тус-юлташлăха çирĕплетесси... - тет лагерь начальникĕ И.Ялукова.

Кашни кун интереслĕ иртет кунта. Малтанхинче районта ачасене хỹтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери куна халалланă уява хутшăнчĕç. Иккĕмĕшĕнче районти тĕп библиотекăна çитсе кĕнеке тĕнчипе паллашрĕç. Спорт вăййисенче, юрра кам кĕвĕленине пĕлессипе, ăстаçăсен конкурсĕнче тупăшрĕç. Асфальт çинче телейлĕ ачалăха ỹкерчĕç. Кашни отряд тăрăшсах хаçат кăларчĕ. Тĕрлĕ музыка инструменчĕпе выляма кăмăллакансем йышлă. Юлташсен кунĕ те пулчĕ. Çул-йĕр правилисене аса илтерекен конкурс та килĕшрĕ. Викторинăсем интереслĕ иртеççĕ. Вĕсенче кĕçĕнреххисем валли те, аслăраххисем валли те хурав памалли ыйтусем пурах.

Малашлăхра ачасем Патăрьелĕнчи "Çăкăр" музейне, ФСКана, стадиона, культура çуртне, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Крепков палăкĕ патне, пушар хуралне, çăкăр заводне, агропромышленность техникумне тата ытти çĕре те çитсе курасшăн. Çивĕч ăслă ачасен, робот техникин клубĕ ĕçлет.

Лагерь ĕçĕпе ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă. Кунта ĕçлекен А.Илюткина, акă, Ивановсен, Павловсен, Румянцевсен виçшер ачи харăсах каннине çирĕплетет.

Ачасене кунне икĕ хутчен апатлантараççĕ. Ф.Абайдулловăпа Г.Махмутова поварсем менюна пуянлатма тăрăшаççĕ. "Ачалăх тĕнчи - Культбатыр" лагере çỹрекенсем çĕнĕ вĕренỹ çулне чăннипех канса, сывлăха çирĕплетсе, вăй пухса кĕтсе илме хатĕрленеççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика