Фестиваль пурне те хапăл

Категория: Публикации Опубликовано: 17.06.2022, 17:25 Просмотров: 459

ЧĂВАШ Енре Республика кунне палăртнă май июнĕн 23-26-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри "Раççейĕн симĕс ылтăнĕ - 2022" фестиваль иртет. Унта сăра тунă чухнехи тата наци йăли-йĕркипе паллашма, çĕршыври чи лайăх сăрасене тутанса пăхма май пулать.

Çавра сĕтел хушшине Раççейри хăмла ỹстерекенсемпе сăра тăвакансем пухăнаççĕ, çак отрасле малашне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яваççĕ.

Уява 10 000 ытла çын, çав шутра туристсем, республикăра пурăнакансемпе хăнасем хутшăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ мероприятие Шупашкарти Речниксен лапамне суйласа илнĕ.

 Сăра вĕретекен пысăк компанисене, хăмла туса илекенсене хăйсен продукцийĕсемпе, рецепчĕсемпе паллаштарма ятарлă суту-илỹ çурчĕсем, вырăнсем туса панă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика