Тивĕçлĕ ĕçшĕн - тивĕçлĕ награда

Категория: Публикации Опубликовано: 17.06.2022, 17:25 Просмотров: 475

 НУМАЙ пулмасть Чăваш Республикинчи власть органĕн порталĕ чĕрĕк ĕмĕр тултарчĕ. Ку чухне информаци уçлăхĕнче www.cap.ru чăнласах та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Район администрацийĕн информаци тивĕçтерĕвĕн сектор заведующийĕ Владимир Кириллов çак сферăра Интернет çыхăнăвĕ старт илнĕренпех вăй хурать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче вара тата ытларах та. Çăмăл мар ĕçри хастарлăхшăн специалист сумлă ята пĕрре мар тивĕçнĕ: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ связисчĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин цифра министерствисен, район администрацийĕн Хисеп грамотисем тата ытти те. Çак кунсенче сумлă лару-тăрура власть органĕн порталĕнчи тăрăшулăхшăн панă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕ тата алла çыхмалли сехет те Владимир Ивановичшăн тивĕçлĕ награда.

Сăмах май каласан, çакнашкал наградăна район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе тимлекен пайри тĕп специалист-эксперта Марианна Волкована та панă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика