Сителсем хастарсене асран кăлармаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.06.2022, 17:26 Просмотров: 424

ПЕРВОМАЙСКИ ял тăрăхне кĕрекен Сител ял çыннисем пултаруллă та хастар ентешсене яланах асра тытаççĕ. Çак кунсенче Юрий Прискинăн çемйипе тăванĕсем, юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем унăн ячĕпе тăваттăмĕш хут волейбол турнирне йĕркеленĕ. Юрий Павлович нумай çул ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă, халăхăн ыйтăвне туллин тивĕçтерме ăнтăлнă. Волейбол турнирне хутшăнакансене тата курма килнисене районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов ырă пуçарăва малалла тăснăшăн тав тунă, спорта кăмăллакансене ăнăçу суннă.

Ăмăртăва пилĕк команда хутшăннă. Çивĕч кĕрешỹре "Сител", "Победа", "Олимп" командăсем пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп хучĕпе тата парнесемпе хавхалантарнă.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика