Республика хыпарĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 28.06.2022, 11:18 Просмотров: 85

Ҫирĕммĕшне – çирĕм ытла хутлăхран

Çĕршывăмăрăн ылтăн-ахах мерченĕсене — Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурса хутшăнакан алĕç ăстисене — Шупашкар кăçалхипе 20-мĕш хут йышăннă. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ çумĕнчи скверта вырнаçнă вĕсем. Çĕршывăн 25 регионĕнчи 49 ăста хутшăннă унта. Çавăн пекех хамăр республикăри маçтăрсем те пулнă. Вĕсем — тĕрĕçĕсем, йывăç касса эрешлекенсем, капăр çи-пуç хатĕрлекенсем, тăм тетте тăвакансем, пусма татăкĕнчен тĕрлĕ япала ăсталакансем.

Кун йĕркинче — импорта хамăрăн продукципе улăштарасси

«Шупашкар — Арена» пăр керменте йĕркеленĕ «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курава хутшăнакан компанисен продукцийĕпе паллашассине республика Пуçлăхĕ Олег Николаев промышленноç предприятийĕсенчен пуçланă. Шупашкарти вăй агрегачĕсен завочĕ, сăмахран, хăйĕн çĕнĕ погрузчикне илсе килнĕ. Завод ертӳлĕхĕ каланă тăрăх, çак машина компоненчĕсем — пĕтĕмпех Раççейре туса кăларнисем, чикĕ леш енчен кӳрекенни нимĕн те çук.  «Четра», «Сеспель», «Элара», ВНИИР предприятисем те импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ.

Маттур та хастар хӗрарӑмсене чысланă

Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ  иккĕмĕш хутчен "Эпĕ _ хĕрарăм" конкурс ирттернĕ. Кăçал унта 500 яхӑн пике-арăм хутшăнма кăмăл тунă. Малтанхи пекех хальхинче те çĕнтерÿçе палăртмашкăн çынсен шухăшне шута илчĕç. Çавăнпах кашниех ентешшӗн е пĕлĕшшĕн сасăлама пултарнă. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсем паллă та ĕнтĕ.  Вĕсене Чăваш патшалăх филармонийĕнче чысланă. Маттур та пултаруллă хĕрарăмсене Раççей культура министрĕн çумĕ Ольга Ярилова саламланă.

Шупашкарта тĕрлĕ чĕлхе янăранă

Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ача-пăча фольклориадине 1100 çын хутшăннă. Фольклориадăна Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкĕпе килĕшÿллĕн ирттенĕ. Унта 76 регионран çитнĕ пултарулăх коллективĕсем хутшăннă.  Фольклориадăна хутшăнакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççей Федерацийĕн культура министрĕн заместителĕ Ольга Ярилова, Раççейри В.Д.Поленов ячĕллĕ халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ Тамара Пуртова саламланă. Фестивале çитнисем валли ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Вĕсенче чăваш халăх йăли-йĕркипе паллаштарнă, пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçисем çавра сĕтел тавра пуçтарăннă.

Пулă тытма кам ăста?

Июнĕн  23-мĕшĕнче Куславккара Атăл юхан шывĕн çыранĕнче «Пулăç фестивалĕн» уçă турнирĕ иртнĕ. Çак мероприятие Республика кунне халалланă. Пулă тытакансем «Фирдавил тата Компани» тулли мар яваплă обществăн кубокĕшĕн ăмăртнă. Турнир 9 сехетрен пуçласа 11-ччен пынă. Кашни пулăçа уйрăм вырăнпа тивĕçтернĕ. Унтан мĕн чухлĕ пулă тытнине тарасапа виçсе тĕрĕсленĕ. Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе, медальсемпе тата хаклă парнепе савăнтарнă.

Чи лайăх кирпĕч хуракана палăртнă

Конкурс Шупашкарта Короленко урамĕнче çĕкленекен çурт çинче пулнă. Унта хутшăнакансем професси ăсталăхĕпе ăмăртса кирпĕч хунă. Вĕсен ĕçне Чăваш Республикин строительство министерствин представителĕсем хакланă. Пĕрремĕш вырăна «СЗ «Стройтрест 3» акционерсен обществи /Алексей Петрянкинпа Евгений Воробьев/ тивĕçнĕ. 2-мĕш вырăнта — «СЗ «Монолитстрой» тулли мар яваплă общество /Эдуард Николаевпа Евгений Иванов/, 3-мĕш вырăнта — Стройтрестри тепĕр звено /Сергей Павловпа Виктор Семенов/.

Архив материалов

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика