Аваринче икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă

Категория: Публикации Опубликовано: 28.06.2022, 11:31 Просмотров: 134

ИНÇЕ çула тухакан водителĕн нихăçан та тимлĕхе çухатмалла мар, йĕркене те пăхăнмалла. Унсăрăн инкек сиксе тухасси те çавăнтах. Акă, нумай пулмасть çеç "Çĕрпỹ - Ульяновск" аслă çул çинче, Ыхра Çырми тĕлĕнче авари пулнă, инкекре икĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Çул-йĕр инспекторĕсен пĕтĕмлетĕвĕнчен çакă паллă. Ульяновск енчен килекен "Опель Астра" хирĕçле çул çине тухса кайса грузовике лектерсе иртнĕ, ун хыççăн килекен "Скани" çине кĕрсе кайнă. Водительпе машинăра ларса пыракан пассажир инкек пулнă вырăнтах ĕмĕрлĕх куçне хупнă.

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика