Çỹлĕк çинче - журналистăн çĕнĕ кĕнеки

Категория: Публикации Опубликовано: 28.06.2022, 11:31 Просмотров: 107

АСЛĂ Çĕнтерỹ уявĕ умĕн район библиотекинче "Авангард" хаçат редакцийĕнче нумай çул ĕçленĕ Николай Ларионов журналист пухса хатĕрленĕ "Тертпе хĕн-хур витĕр" кĕнеке презентацине сумлă йĕркелени пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Нумай пулмасть çеç асăннă авторăн тепĕр çĕнĕ кĕнеки - "Никĕс çирĕп пулсан..." Шупашкарти типографирен çапăнса тухрĕ. Автор ăна Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Ку кĕнекере вăл Елчĕк районĕнчи Курнавăш ял хастарĕн, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн хуçалăхпа администраци управленийĕн начальникĕн, Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕн Илья Васильевич Кузнецовăн кун-çулне сăнласа панă. Николай Дмитриевич маларах Çĕнĕ Шупашкарти технологипе управлени академийĕн ректорĕ И. М. Селиванов, Именкассинчи тылпа ĕç ветеранĕ П.М. Малов тата ыттисем пирки те кĕнекесем кăларнăччĕ.

Архив материалов

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика