Астăвăмпа хурлану кунĕнче - кĕтмен парне

Категория: Публикации Опубликовано: 28.06.2022, 11:32 Просмотров: 120

НĂРВАШ Шăхалĕнче пурăнакан Антонина Андреева вăрçă ачишĕн кăçалхи Астăвăмпа хурлану кунĕ нумайлăха асра юлĕ. Вăрçă синкерлĕхне чĕре витĕр кăларнă ватă кинемейĕн çак кунхине ирпе-ирех савăнăç куççулĕ пăчăртанса тухнă. Турханти А. Кольцов тухтăр ертсе пыракан волонтерсен ушкăнĕ Антонина Кузьминична ĕç ветеранне хисеп туса йывăçран ăсталанă хитре сак парнеленĕ. 60 çул ытла хуçалăхри фермăра тăрăшнă тăватă ача амăшĕ хăйне çапла сума суса ыр кăмăллăхпа парне тунăшăн чун-чĕререн тав тăвать, пурне те сывлăх сунать.

Архив материалов

Август 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс.Метрика