Паллă утарçăсем пирки - кĕнеке

Категория: Публикации Опубликовано: 28.06.2022, 11:35 Просмотров: 159

Турханти Николай Пирожков утарçăна районта та, республикăра та питĕ лайăх пĕлеççĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хурт-хăмăрçăсен наставникĕ те: тин вĕлле хурчĕ усрама пуçăннисене малтанхи утăмсем тума пулăшать, районта тухса тăракан "Авангард" хаçат урлă та ырă канашсем парать. Çак пултаруллă çын нумай пулмасть "Известные пчеловоды Чувашской Республики" ятлă кĕнеке пичетлесе кăларчĕ.

- 2021 çула кĕтсе илме пуçтарăннă чухне çемьене Чăваш Енри паллă утарçăсем пирки кĕнеке кăларас ĕмĕт пуррине каларăм. Мăшăр та, ачасем те манăн шухăша ырларĕç. Кун хыççăн хавхаланса кайса хурт-хăмăрçăсем пирки информаци пухма пуçларăм. Кашнийĕн патне килне çитсе ыйтса пĕлтĕм. Таня хĕрĕмпе (Татьяна Емельянова) Альбина Мышкина ăна пичете илсе çитерме пулăшрĕç: шăпах вĕсем автор-йĕркелỹçĕсем, - тет Николай Петрович.

Кĕнекере 61 утарçăн пурнăçĕпе, ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех вĕсем хушшинче Иван Мадебейкинпа Вячеслав Тобоев наука докторĕсем, Герольд Тобоевпа Анатолий Скворцов наука кандидачĕсем те пур. Вĕсен наука сăнавĕсене, канашĕсене, пĕрлех ыттисен сĕнĕвĕсене, вĕлле хурчĕсен çемйисене пăхмалли, чир-чĕре хирĕç кĕрешмелли мелсене тата ытти пирки те вуласа пĕлме пулать.

- Чăваш Енри паллă утарçăсенчен пĕри Николай Пирожков чăннипех те мухтава, хисепе тивĕçлĕ. Унăн тăрăшулăхне, тĕпчев ĕçĕсене пула Чăваш Республикин территорийĕнче тĕрлĕ тапхăрта пурăннă, Чăваш Ен, Раççей Федерацийĕн хурт-хăмăр ĕçне аталантарассишĕн пысăк тỹпе хывнă çынсем пирки кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ытти регионсен те Николай Петровичран тĕслĕх илсен аван, - тесе çырнă Пĕтĕм Раççейри "Союз пчеловодов России" общество организацийĕн председателĕ В. Капунин кĕнекене хакланă май.

"Известные пчеловоды Чувашской Республики" пичет продукцине 200 экземплярпа пысăк пахалăхлă хутпа кăларнă, сăн ỹкерчĕксем те питĕ нумай.

- Çак кĕнекене кĕме тивĕçлĕ тепĕр 40-50 хурт-хăмăрçă пур, коронавирус пандемине пула вĕсем патне çитеймерĕм. Çакна шута илсе çитес çул ăна çĕнетсе кăларма хатĕрленетпĕр, - тет Николай Пирожков.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5