Ĕçĕпе мухтавлă, чунĕпе пуян

Категория: Публикации Опубликовано: 28.06.2022, 11:47 Просмотров: 155

Патăрьел районĕн ывăл-хĕрĕ ăçта пурăнсан та, ĕçлесен те хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, маттурлăхĕпе палăрать. Паян хаçат вулакансене Пăлаçи Атăкра çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Владивостокра пурăнакан Юрий Ильметовпа (сăн ỹкерчĕкре сылтăмри) тĕплĕнрех паллаштарас килет. Ентеше Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2019 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче кăларнă хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденăн иккĕмĕш степеньлĕ медальне панă. Çак сумлă хисепе вăл ĕçре тăрăшулăхпа палăрнипе, шаннă тивĕçе çỹллĕ шайра пурнăçланипе тивĕçнĕ.

Первомайскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Юрий Николаевич професси илес тĕллевпе Канашри пĕрремĕш професси училищине автослесаре вĕренме кĕнĕ. Кайран Германинче çар тивĕçне пурнăçланă. 1985 çулта салтак çуралнă кĕтесе таврăнать. Икĕ алла усса ларма юратманскер Первомайскинчи пилорамăна ĕçе вырнаçать, анчах кунта нумай вăй хуман. Шăпах çак вăхăтра ялти çамрăксем комсомол путевкипе инçет çĕрсене туха-туха кайнă. Юрий Ильметов та пĕрле службăра тăнă Первомайски ачипе 1986 çулхи январьте Владивостока каять. Ун чухне ку хулана кашни çын кĕреймен, путевкăпа е кам та пулин чĕнсе илнипе çеç лекме пултарнă.

Ют тăрăхра чăваш каччи юлташĕсемпе пулă портĕнче докер-механизаторта вăй хума пуçлать. Вĕсен пăрахутсенчен шăнтнă пулăсене, пичкене тултарнă тăварланă сельдсене, консервăсене, пулă çăнăхĕн миххисене пушатма тивнĕ.

- Кашни çыннăн хăйĕн сменинче 10 тоннăран кая мар йăтмаллаччĕ. Ытларах ĕçленĕшĕн хушса тỹлетчĕç, çавна май 15-20 тонна та тиенĕ. Урамра çулла 20-25 градус ăшăччĕ, трюмра вара 20-25 градус сивĕччĕ. Çăмăл марччĕ, паллах, анчах чăтнă. Мĕн ачаран ĕçе хăнăхни те йывăрлăхсене тỹсме пулăшрĕ. Пĕрле комсомол путевкипе кайнисенчен нумайăшĕ çур çултан каялла таврăнчĕ, хăшĕ-пĕри тинĕсе пулă тытма тухса кайрĕ. Пĕр эпĕ çеç Владивостокра тăрса юлтăм. 36 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Хальхи вăхăтра пулă портĕнчех ĕçлетĕп, бригадир. Маларахрипе танлаштарсан улшăнусем нумай. Эпир килнĕ вăхăтра алă вăйĕпе ытларах усă курнă пулсан паян чылай ĕçе механизациленĕ. Çавăн пекех унччен продукцисене вакунсемпе ăсататтăмăр, халĕ 20-25 тонна тиеме пултаракан машинăсем килеççĕ, - тесе каласа пачĕ хăйĕн пурнăçĕ пирки отпуска инçе çула кĕскетсе çуралнă тăрăха килнĕ Юрий Николаевич. Владивостокрах вăл Белгород хĕрĕпе çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ. Сергей полици сотрудникĕ, майор званине илнĕ. Кристина социаллă хỹтĕлев системинче тăрăшать. Ильметовсен пĕр мăнук.

Ютра темле лайăх пулсан та тăван тăрăх пĕрех чуна çывăх. Юрий Ильметов çакна лайăх пĕлет. Ялĕнче Юрий Николаевича амăшĕ кĕтет. Çемьере кĕçĕнни пулнăран унăн шанчăкĕ ывăлĕ çинчех.

 - Эпир тăваттăн пĕр тăван. Тете, шел пулин те, пирĕнпе юнашар мар ĕнтĕ. Аннене аппасем, Таньăпа Марина, ытларах пулăшаççĕ. Ачасем пĕчĕккĕ чухне хамăр та яла кашни çулах отпуска килме тăрăшнă. Докер-механизаторсене пенсие 55 çултах яраççĕ, çавна май эпĕ тивĕçлĕ канура. Тĕп кил алăкне çăрапа питĕрес килмест, яла таврăнатăпах. Мăшăр та хирĕç мар, - терĕ Ю. Ильметов.

Мĕн ĕлĕкрен ватăсем ĕç çынна хисепе кăларнине палăртнă. Юрий Николаевич Ильметов тивĕçнĕ сумлă награда та çакнах çирĕплетет.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика