Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2022, 10:04 Просмотров: 794

Августăн 1-мĕшĕ. Çак кун 1770 çулта Кагул çывăхĕнче вырăс çарĕ турккăсен çарне çĕнтернĕ.

Августăн 1-мĕшĕ. Çак кун 1914 çулта Германи Раççей çĕршывне вăрçăпа тухни пирки пĕлтернĕ.

Августăн 2-мĕшĕ. Çак кун 1672 çулта Хаяр Иван (Иван Грозный) патшан полководечĕсем Воротынскипе Хворостинин йышпа икĕ хут ытларах Крым ханĕн çарне çапса аркатнă.

Августăн 6-мĕшĕ. Çак кун 1915 çулта Осовец крепость хỹтĕлевçисем нимĕç салтакĕсене хăвалас янă. Çак пулăм "Вилнисен тапăнăвĕ" ятпа çырăнса юлнă.

Августăн 9-мĕшĕ. Çак кун 1714 çулта I Петĕр патша ертсе пынипе вырăс флочĕ пĕрремĕш хут шведсене çĕнтернĕ.

Августăн 12-мĕшĕ. Çак кун 1759 çулта Салтыков ертсе пынипе вырăс çарĕ Прусси çарне Кунерсдорф çывăхĕнче çапса аркатнă. II Фридрих çарĕ веçех пĕтнĕ. Хăй чутах тыткăна лекмен. Çак çапăçу хыççăн вырăссем Берлина кĕнĕ.

Августăн 15-мĕшĕ. Çак кун 1799 çулта Суворов ертсе пынип евырăс çарĕ французсене Нов çывăхĕнче çĕнтернĕ.

Августăн 20-мĕшĕ. Çак кун 1914 çулта вырăс çарĕсем Гумбиннен çапăçăвĕнче Германи çарне çĕнтернĕ.

Августăн 23-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта 50 куна тăсăлнă Курск пĕкки çапăçăвĕ вĕçленнĕ. Харьков хулине нимĕçсенчен хăтарнă. Ку çĕнтерỹ калама çук пысăк вырăн йышăннă.

Яндекс.Метрика