Пичет кăларăмĕсемпе паллашрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2022, 10:29 Просмотров: 797

 ТУРХАН ял библиотекинче "Ачасен журналĕсем тăрăх" информаци урокĕ иртнĕ. Çитĕнекен ăрăва çак пичет кăларăмĕсемпе паллаштарас тĕллев пулнă. Журнал вăл кĕнеке евĕр вăхăтран-вăхăта тухакан япала. Унта тĕрлĕ авторăн произведенийĕсем пичетленеççĕ. Вăл франци чĕлхинчен кĕнĕ. Пирĕнле дневник шутланать. Ăна килсенче çырăнса илекенсем пурах ĕнтĕ. Унăн страницисенче çĕнĕлĕхсемпе паллашма та пулать. Интересли тупăнатех.

Библиотекарь ачасене алă айĕнчи "Тетте", "3Ỹ9 царство, "Щенячий патруль" журналсемпе паллаштарнă. Вĕсем çитĕнекен ăрăва килĕшнĕ. Пуçватмăшсем, кроссвордсем кăмăла каяççĕ. Тĕрлĕ вăйă та пур тата.

Яндекс.Метрика