Ан çулăхтăрах чир-чĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2022, 10:29 Просмотров: 774

 СЫВĂ пурăннă чухне пурнăç та илемлĕ. Кăмăлтан ĕçе утатăн. Таврари çут çанталăк илĕртет. Анчах чир çулăхма пуçласан вара пачах урăхла. Пуçăннă ĕç те кал-кал пымасть. Мĕн палăртни те пурнăçа кĕрсе пĕтмест. Çавăнпа сывă пурнăç йĕркине мала хума тăрăшмалла. Çуллахи вăхăтра организма кирлĕ витаминсемпе пуянлатмалла. Мĕн кирли килти пахчасенчех çитĕнет. Пĕрлех коронавирусран прививка тутарассине манмалла мар. Сирĕн ыйтăвăра районти тĕп больницăра (Мир урамĕ, 19-мĕш çурт, 15-мĕш пỹлĕм, унчченхи ача çуратмалли уйрăм) çийĕнчех тивĕçтереççĕ.

Вырăна тухса вакцина яма та ỹркенмеççĕ шурă халатлă специалистсем. Августăн 4-мĕшĕнче вĕсем 8-12 сехетсенче Ишлĕре, 10-12 сехетсенче Пăлапуç Нурăсĕнче, 12-14 сехетсенче Люля тата 14-16 сехетсенче Ульяновка поселокĕсенче пулаççĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕсене çитме май тупăрах.

Яндекс.Метрика