Çырли пиçнĕ, тырри-пулли хỹхĕм

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2022, 10:30 Просмотров: 776

 Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов "Батыревский" улма-çырла питомникĕнче пулнă.

Пĕрлешĕвĕн тĕп агрономĕ Александр Седойкин кунти ĕçсемпе паллаштарнă. Хальхи вăхăтра хурлăхан, хăмла çырли пуçтараççĕ. Пĕрлех пĕрчĕллĕ культурăсем мĕнле çитĕннине тишкернĕ. Тĕп агроном сăмахĕпе кăçал тыр-пул тухăçпа савăнтарассăн туйăнать. Пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртме çывăх вăхăтра пикенесшĕн.

Çĕр çырлине татса пĕтернĕ, халĕ сухан-севок кăлараççĕ.

Питомникра хурлăхан лаптăкĕ 76 гектар йышăнать. Вĕсенчен çырла параканни - 24 гектар. 8 гектарта хăмла çырли пур. Икĕ гектарĕ çимĕçĕпе савăнтарать. Çĕр çырли 4 гектартан пухрĕç. Панулми вара 60 гектар çитĕнет.

Çавăн пекех хуçалăх пĕрчĕллĕ культурăсене çитĕнтерессипе те ĕçлет. 50 гектар кĕрхи, 35 гектар çурхи тулăсене, 114 гектар урпа, 50 гектар сĕлĕ акнă. Нумай çул ỹсекен курăксем 21 гектар йышăнаççĕ. Сухан-севока 2 гектарта çитĕнтереççĕ.

 Питомник продукцийĕаван сутăнать. Уйрăмах улма-çырла йывăççисен хунавĕсене районта çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче кăмăлтан туянаççĕ.

 Виктор Львов хуçалăхри ĕçченсене вырма ĕçĕсене ăнăçлă ирттерме сĕннĕ.

А. ИВАНОВА

Яндекс.Метрика