Паттăра манмастпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2022, 10:48 Просмотров: 785

Кĕçĕн Арапуçĕнче çуралса ỹссе Афган вăрçинче пуçне хунă Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне Геннадий Козлова асăнса çулленех тĕрлĕ ăмăрту ирттерме тăрăшатпăр. Кăçал та ырă йăлана малалла тăсас терĕмĕр. Генăпа çарта пĕрле пулнă, халĕ Елчĕк районĕнчи афганецсен канашне ертсе пыракан Петр Анисимов та Кĕçĕн Арапуçсен йыхравне хапăл пулчĕ. Пушă алăпа та килмен вăл. Генăн пĕр тăванĕсене "Чыслăх салтакĕсем" кĕнеке парнелерĕ. Çавăн пекех пухăннисене паттăр салтакăн кун-çулĕпе Василий Базманкин паллаштарчĕ, çамрăксене аслисен тĕслĕхĕпе çитĕнсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулма сунчĕ КПРФăн районти секретарĕ Николай Селиванов.

Ветерансенчен (60 çултан иртнисем хушшинче) çуран чупассипе Терентий Давыдов (Хурама Твар) пĕрремĕш, Николай Бородкин (Кĕçĕн Арапуç) иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Вĕсенчен те аслăраххисенчен В. Скворцов (Комсомольски) пĕрремĕш, Н. Григорьев (Кĕçĕн Арапуç) иккĕмĕш вырăнсенче. Александр Савельев параолимпиец та аван чупрĕ.

 Çитĕнекен ăру виçĕ енлĕ (чупса, велосипедпа ярăнса, çĕртен алă вăйĕпе çĕкленессипе) тупăшрĕ. Кунта Рамиля Шерефетдиновăпа Фаяз Зейнетдинов (шкул çулне çитейменнисем хушшинче), 1-2 классенче вĕренекенсем хушшинче София Медведевăпа Егор Маркиданов, 3-4 классенче пĕлỹ пухакансем хушшинче Регина Шерефетдинова, Ксения Кондратьева, Расул Шигабетдинов, Родион Кудряшов, 5-7 классене çỹрекенсем хушшинче Мария Ершовăпа Костя Сурнаев, 14 çултан иртнисем хушшинче Анастасия Степановăпа Максим Иванкин мала тухрĕç. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем Пикшик ял тăрăхĕн администрацийĕн грамотисене тивĕçрĕç.

Василий ДИМИТРИЕВ.

Яндекс.Метрика