Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗн илемне пир ҫине куҫарӗҫ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2022, 16:43 Просмотров: 643

Августӑн 5-мӗшӗнче  Турхан ялӗнче пӗтӗм тӗнчери XV пленэр уҫӑлчӗ. Ăна пӗрремӗш ỹнерҫӗ чӑваша, пирĕн ентешĕмĕре  Алексей Кокеле Раҫҫей Император ҫумӗнчи ỹнер академийӗн йышӑнӑвӗпе профессиллĕ художник ятпа чысланăранпа 110 ҫул ҫитнине тата Чăваш Енри Мухтавлă ентешсен çулталăкĕпе Патăрьел районне йĕркеленĕренпе 95 çул çитнине  халалланӑ.

Сумлă мероприятие Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Турхан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Еремеев, Раҫҫейпе Белоруссин Союзлӑ патшалӑхӗн Общество палатин членӗ, Кокельпе çыхăннă  культура проекчӗсен ертӳҫи, культурологи докторӗ, истори наукисен кандидачӗ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорӗ Владимир Васильев, Патӑрьелӗнчи ача-пӑча искусствин, Турханти вăтам шкул вӗренекенĕсем, ял çыннисем хутшăнчĕç. Кӑҫалхи пленэра Раҫҫейпе Беларуҫ Республикин тӗрлӗ регионӗнчен 14 сăрă ăсти килме кăмăл тунă. Художниксем вунă кун Патӑрьел районӗн территорийӗнчи илемлӗ вырăнсене, ял пурнăçĕпе йăли-йĕркине  пир  çине куçарĕç.

А. Иванов

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс.Метрика