Хăрушă чиртен мĕнле сыхланмалла?

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2022, 16:54 Просмотров: 600

 Хальхи вăхăтра коронавирусран хỹтĕленмелли пĕртен-пĕр мел вăл - вакцина яртарни. Вирусăн тата хăрушăрах штамне тупса палăртни пушшех сыхлăха ỹстерме хушать.

 - Антителасем пулсан прививка тутармалла-и? - ыйтаççĕ час-часах. Енчен те вăл 0,8-1,2 шайĕнче кăна пулсан ним иккĕленмесĕр прививка е ревакцинаци тутармалла. Участокри терапевт патĕнче пулмалла.

Раççейре кăларнă вакцинăсем пурте шанчăклă. Вĕсене тĕрлĕ технологие тĕплĕн пăхăнса хатĕрленĕ. Пациентсем суйласа илме пултараççĕ.

"Спутник" йышши вакцинăсем кăларассипе Чумаков ячĕллĕ центр ĕçлет. Коронавирусран хỹтĕленме кăларнăскере тахçантанпах ют çĕршывсене те ăсатаççĕ. Асăннă производство пĕтĕм тĕнчери экспертсен тĕрĕслевĕ витĕр тухнă.

"КовиВак" вакцинăпа çын нимĕнле улшăнăва та туймалла мар. Вăл вăраха кайнă чирпе нушаланакансемшĕн уйрăмах вырăнлă пулмалла.

"ЭпиВакКорона" вакцинăна Раççейре тата Туркменистанра регистрациленĕ. Ăна икĕ хутчен, 2-3 эрне иртсен тăваççĕ. Ку вакцина организма çулталăк таран хỹтĕлет. Укол тунă вырăн кăштах ыратма тата ỹт температури ỹсме пултарать. Аллерги пулсан тухтăрпа канашламалла.

"КовиВак" вакцинăна 2021 çулхи февраль уйăхĕнче регистрациленĕ. Ку прививкăна та икĕ хутчен тăваççĕ.

 "Прививка тутарсан та маскăпа çỹремелле-и?" - тесе ыйтакансем тĕл пулаççĕ. Çыннăн иммунитечĕ прививка тунă-туманах лайăхланаймасть. Асăрханни хăвăршăн ĕнтĕ. Вирус сывлăш урлă ернине манар мар.

 Коронавирус инфекцийĕпе чирленĕ хыççăн çын хăвăртах вăй илейменни паллă. Хăшĕсен чĕрепе юн тымарĕсен, сахăр тата нерв чирĕсем аталанаççĕ. Ковида парăнтарнă хыççăн юн шĕветекен препаратсене ĕçмелли çинчен те манмалла мар. Кама мĕнле эмел кирлине тухтăр палăртать.

 Н. МУЛЯКОВА, районти больницăн тĕп врачĕн çумĕ.

Архив материалов

Октябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика