Ял уявĕ кăмăллă иртрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2022, 16:55 Просмотров: 590

Çак кунсенче Пỹртлĕре Ял уявĕ иртрĕ. Пухăннисене Первомайски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров саламларĕ. Çавăн пекех районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов, "Сидели" пĕрлешĕвĕн директорĕ Александр Иванов сăмах илчĕç. Ялти хастар çынсене Тав хучĕсем тата чи аслă хĕрарăмпа арçынна парнесем парса чысларĕç.

Мероприятие хĕрарăмсенчен йĕркеленĕ ушкăн, çавăн пекех "Çăлкуç" фольклор ушкăнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Шупашкартан та артистсем килсе çитрĕç. Вĕсем те уява илем кỹчĕç.

Концерт вĕçленнĕ хыççăн спорт вăййисем пуçланчĕç: шашкăлла вылярĕç, атă ывăтрĕç, çуран чупрĕç, вĕрен туртрĕç, ачасем велосипедпа ăмăртрĕç. Виçĕ команда йĕркелесе футболла та вылярĕç. Çĕнтерỹçĕсем парнесене тивĕçрĕç.

 Ял çыннисем Марина Сидорова йĕркелесе ертсе пынă уявпа кăмăллă пулчĕç. Эльвира Аллиуллова пĕçернĕ шỹрпене те пурте юратса çирĕç.

Г. СИДОРОВ.

Яндекс.Метрика