Çулла ĕçлени те стажа кĕрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2022, 16:58 Просмотров: 589

ШКУЛТА аслă классенче вĕренекенсемпе студентсем çуллахи каникул вăхăтĕнче тумланма, кĕнеке-тетрадь туянма укçа туса илме тăрăшаççĕ. Çамрăксем сухан-çевок çумлама, кăларма хастар хутшăнаççĕ. Çавăн пекех яш-кĕрĕм каникулта официаллă майпа ĕçе вырнаçсан хăйсен малтанхи пенси коэффициентне те ĕçлесе илме пултарать. Çакна валли электрон ĕç кĕнекине уçтармалла. Ашшĕсĕр е амăшĕсĕр ỹснине пула пенси илекен çамрăксем вăй хума вырнаçсан та ку тỹлевсĕр юлмĕç, федерацин социаллă тỹлевне вара пама чарăнĕç. Ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе вырнаçакансене çеç федерацин социаллă тỹлевсĕр хăвармĕç. Ĕçе вырнаçни çинчен Раççей Пенси фондне тỹрех пĕлтермелле.

Яндекс.Метрика