Çул-йĕр правилисене каникулта та манмалла мар

Категория: Публикации Опубликовано: 10.08.2022, 16:59 Просмотров: 599

ÇУЛ яланах тимлĕх ыйтать. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта çакна яланах асра тытаççĕ. Нумай пулмасть кунта Светофор кунĕ тĕлне (августăн 5-мĕшĕнче паллă тăваççĕ) кĕçĕн классене вĕрентекен Нина Антонова Андрей Мамонтов çул-йĕр инспекторĕпе, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн заведующийĕпе Ольга Алексеевăпа, "Единая Россия" партин ĕç тăвакан комитечĕн районти ертỹçипе Алсу Хайбулловăпа ачасене çул-йĕр инкекĕнчен асăрхаттарас, правилăсене аса илтерес тĕллевпе "Эпир çамрăк çуран çỹрекенсем" вăйă ирттернĕ. Мероприяти вăхăтĕнче вĕренекенсем çул-йĕрпе çыхăннă викторинăсене хутшăннă, тупмалли ыйтусене хуравланă, çĕнĕлĕхсемпе паллашнă. Кашнийĕ кăмăллă юлнă.

Яндекс.Метрика