Пирĕн килте - газ. Сирĕн?

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2022, 14:41 Просмотров: 263

 Çуртсене газпа хутма пикеннĕренпе эпир чăннипех те ырлăхра пурăнатпăр: ирпе те, каçпа та пỹртре ăшă, тĕтĕм-сĕрĕмĕ те тухмасть, кĕл те кăлармалла мар... Апат пĕçерес е чей вĕретес тесен те чăрмав çук. "Кăвак çулăмпа" кашнийĕ усă курма пултартăр тесе "Единая Россия" политика партийĕн депутачĕсем те сахал мар тăрăшаççĕ.

Раççейре, çавăн пекех республикăра та газ кĕртессине вĕçлемелли программăна Владимир Путин Президент хăйĕн Çырăвĕнче палăртнă хушупа килĕшỹллĕн 2021 çулта йышăннă. Чăваш Енре 2023 çул пĕтиччен газ кĕртнĕ ялта пурăнакансене, анчах халиччен "кăвак çулăм" çуккисене çăмăллăхпа усă курма май туса памалла. Газпа тивĕçтерекен организаци газ пăрăхне кил хуçалăхăн чикки таран хăйĕн шучĕпе илсе çитерет. Регионти 1436 ялти, маларах 910 кăна тесе палăртнă пулнă, 63 пин ытла кил-хуçалăх çут çанталăк пуянлăхĕпе ăшăнма пултарать.

 Хальхи вăхăта республикăра газ кĕртме ыйтса çырнă çынсенчен 4000 ытла заявка йышăннă, 3,5 пин ытларахăшне пăхса тухнă, 2500 ытларахăшне ĕçе кĕртнĕ. 1000 ытла хуçалăх газпа усă курма пикеннĕ те ĕнтĕ. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 117 хуçалăх "кăвак çулăмпа" усă курасси пирки заявка панă, 73-нче газ пăрăхĕсен монтажне тунă, 40-шĕ çут çанталăк пурлăхĕн ырлăхĕпе ăшăнма пуçăннă. 44 кил-хуçалăхра проект хатĕрлес ĕç пырать.

Газ кĕртсе пĕтермеллии программăпа "кăвак çулăм" кĕртме ыйтса çырмалли заявкăна "Газпром газораспределение Чебоксары" корпоратив сайчĕ урлă, газ участокĕсенче, "Газпром межрегионгаз Чебоксары" пĕрлешỹ офисĕнче тата газпа тивĕçтерекен 26 абонент пунктĕнче йышăнаççĕ. Çавăн пекех Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă ыйтса çырма та пулать. Нумай функциллĕ центрсенче те йышăнаççĕ.

Чăваш Енре газ кĕртсе пĕтермелли программа куллен вăй илсе пырать. Газовиксем кашни районтах пулнă, "кăвак çулăм" çитерме май пур 2000 ытла çурта кĕрсе тухнă, заявкăсем памалли мелсем, мĕнле документсем кирли пирки халăха тĕплĕн ăнлантарнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республика территорийĕнче хушма хуçалăхпа пурăнакансенчен Донецк, Луганск Халăх Республикисенчи, Украинăри ятарлă çар операцийĕсене хутшăннисене, хутшăнакансене газ кĕртме çăмăллăхсем парасси пирки пĕлтернĕ. Çакна 2022 çулхи июль уйăхĕнче указ кăларса çирĕплетнĕ.

 Газ кĕртсе пĕтермелли программăпа çăмăллăх тивĕçекен çынсем валли 2 млн тенкĕ уйăрнă. Паяна патшалăх пулăшăвне 16 çын 303 пин тенкĕлĕх тивĕçнĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Октябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика