Сывлăх мулран хаклăрах

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2022, 14:43 Просмотров: 258

 "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕ халăха вăхăтра диспансеризаци кăларассине тĕллевлĕ туса пыма ыйтать. Çавăн чухне хăш-пĕр чире пуçламăшĕнчех палăртни, инфекциллĕ мар вăраха кайнă чирсене (юн пусăмĕ ỹсни, чакни, усал шыçă, сахăр диабечĕ тата ыттисем те), вăхăтра сиплени çынсен пурăнас кун-çулне тăсма май параççĕ.

Кăçал районта 9559 çын диспансеризаци тухмалла. Çулталăк пуçланнăранпа хăйсен сывлăхне 6135ĕн тĕрĕслеттернĕ. Вĕсенчен диагноза палăртма 1992 пациентăн хушма анализсем пама тивнĕ. 1045 çыннăн сывлăхĕ лайăх. 676 çыннăн сисчĕвленмелли пур. Чылайăшĕн сиплеве пуçăнмалла. Диспансеризацие пула чĕрепе юн тымарĕсен, усал шыçă тата сахăр диабечĕн чирĕсене тупса палăртнă. 610 çынра сахăр ытлашши пулни курăнать. 152 çыннăн сывлăхне пирус туртни, саккăрĕшĕнне эрех-сăра ĕçни, 1099 çынна тĕрĕс мар апатланни, 587 çынна физкультурăпа туслă пулманни, 2484 çынна ытларах ỹт хушни хавшатать.

 Чир палăрнă пациентсене шута илеççĕ. Вĕсене тата тĕплĕн тĕрĕслесе сиплев курсĕсем ирттерме сĕнеççĕ.

Диспансеризацие 18-39 çулсенчи çынсен виçĕ çулта пĕр хутчен, вĕсенчен аслăраххисен кашни çулах тухмалла. Коронавируспа чирлесе ирттернисен те хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерсех тăма тăрăшмалла.

Н. ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестри

Архив материалов

Октябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика