Тăрăшуллă ĕç хавхалантарăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2022, 14:46 Просмотров: 286

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2022 çулхи августăн 4-мĕшĕнче кăларнă 471-рг хушăвĕпе килĕшỹллĕн чăваш чĕлхипе тата литературипе, тутар чĕлхипе тата литературипе, ирçе чĕлхипе тата литературипе регионсем тата Пĕтĕм тĕнчери халăхсем хушшинчи олимпиадисен çĕнтерỹçисемпе призерĕсене хатĕрленĕшĕн 23 вĕрентекене укçан хавхалантарма йышăннă.

Çак йыша пирĕн район педагогĕсем те кĕнĕ. Çавна май Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Петровна Никитина, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Гелсирень Гадельзяновна Абейдуллова 100-шер пин тенкĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Наталия Алексеевна Путяковăпа Светлана Алексеевна Солдатова, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Нина Ивановна Павлова, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Гелназ Рафаиловна Велиуллова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Зекия Шейхулловна Мтеева, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Гульнара Шейдулловна Тазетдинова 50-шар пин тенкĕ укçана тивĕçнĕ.

А. ИВАНОВА.

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика