Тухăç пуçтаратпăр, упратпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2022, 14:59 Просмотров: 255

 Вĕт çарăк. Пуçтарса кĕртес умĕн пĕр кун маларах шăварсан вăл сĕтеклĕ пулать. Ăна кăларсан çумалла, аврине касмалла. Холодильника полиэтилен пакетпа хурсан 10 кун ытла лайăх упранать.

 Кăшман аврине касмалла, тымарне хăварса тăварпа е кĕлпе сапмалла. Кишĕр çулçи сарăхсан, çимĕçĕ çинче вĕтĕ шурă тымарсем курăнсан кăларма вăхăт. Пысăк савăтра тăмпа шыва хутăштарса çăрмалла, кишĕр тултармалла. Типсен упрама сулхăн вырăна хумалла. Кун пек тусан çимĕç типмест, пăсăлмасть.

Улма-çырла, пан улми. Шăрăх çанталăкра татнă пан улмие çĕр каçа уçă сывлăшра тытмалла. Çĕресрен çимĕçе марганцовка шĕвекĕнче (çутă кĕрен тĕслĕ пулмалла) йĕпетмелле, типĕтмелле, хутпа чĕркемелле. Е хĕрен çулçипе, армути турачĕпе хутăш хумалла.

 Грушăна упасарри курăкĕн çулçипе чĕркемелле, туни ытти çимĕçе лексе амантасран асăрханса хумалла. Хăмла çырлине малтан çỹл- тине унтан аялтисене татмалла - унсăрăн тăкăнать.

 Типĕ хăмла çырлине пĕр сий поднос çине сармалла, пир татăкĕпе витсе холодильника хумалла. 7 кун лайăх упранать.

 Йĕплĕ хурлăхан çырлине варени валли ирхине, сывлăм типнĕ хыççăн пиçсе çитейменнине пуçтармалла.

 Хурлăхана пиçнĕ май татмалла. Типĕскере савăта тултармалла, çиелтен хутпа хупласа холодильника лартмалла - 3-4 эрне тин татнă пек упранать

. Пахча çимĕç. Помидора хĕрелме тытăнсанах пуçтармалла. Хураласран 60 градус вĕрилентернĕ шыва 3 минутлăха чикмелле,типĕтмелле, хутпа чĕркесе ешчĕке хумалла. 23 градус ăшăра хĕрелет.

 Хăяра ирхине е каçхине татмалла - çирĕп пулать. Çимĕçе тунине аялалла туса савăта хумалла, шыв ямалла. Эрнене яхăн шанмасть.

Кабачока упрама хуппи хытнине кăна пуçтармалла.

Архив материалов

Октябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика