Ĕçлесессĕн укçи те кĕрет

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2022, 15:05 Просмотров: 279

 МĔН ĕлĕкрен хĕр ача - йĕке, арçын ача пуртă аври çỹллĕш пулсан ашшĕ-амăшне пулăшмалла тесе каланă. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтармасан аслăлансан тин вĕрентеймĕн. Ачасем кил-хуçалăхра аслисемпе пĕрле вăй хуни те, хирте ĕçлени те аван. Çавăн пекех патшалăх та тимлĕхсĕр хăвармасть. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр аслисене кăна мар, ачасене те ĕç тупса пама тăрăшать. Кăçал, акă, шкулта вĕренекен 15-16 çулти 392 хĕрпе каччă центр урлă вăй хурса çемье бюджетне пуянлатнă. Вĕсем хăйсем вĕренекен пĕлỹ çурчĕн территорине тасатнă, тирпей-илем, хăтлăх кĕртнĕ.

Яндекс.Метрика