Егорпа Евдокия - районти пĕрремĕш йĕкĕреш

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2022, 15:05 Просмотров: 294

АЧА - турă парни, теççĕ. Йыш хутшăннăшăн кашни çемьерех савăнаççĕ. Иккĕ харăс çуралсан вара çак хĕпĕртỹ икĕ хут пысăкланать. Август уйăхĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче пĕрремĕш йĕкĕрешсене регистрациленĕ. "Çĕнĕ кайăксем" Тикешри Вероникăпа Андрей Лисицынсен çемйине килнĕ. Хăй пуррине пĕлтерсе пĕрремĕш арçын ача сас панă, ăна Егор ят хунă. Тетĕшĕнчен пĕр минут кăна каярах хĕр ача çут тĕнчене килнĕ. Ăна хальхи вăхăтра сайра хуракан ятсенчен пĕрне - Евдокия - панă. Шăллĕпе йăмăкĕшĕн Мария аппăшĕ чунтанах савăнать.

Архив материалов

Октябрь 2022
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика