Укçан хавхалантарнă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2022, 15:09 Просмотров: 303

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2022 çулхи августăн 11-мĕшĕнче кăларнă 482-рг хушăвĕпе килĕшỹллĕн Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул вĕрентекенне Алла Александровна Горбуновăна 20 пин тенкĕ парса хавхалантарма йышăннă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Президенчĕ 2005 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче алă пуснă "Чăваш Республикинчи вĕрентỹ системине инноваципе ăс-тăн пултарулăхĕ енчен аталантарас тĕлĕшпе хушма йышăнусем" хушăва тĕпе хурса пултаруллă педагогсене çулленех чыслаççĕ. Кăçал та çак хисепе республикăри 30 вĕрентекен тивĕçнĕ.

Яндекс.Метрика